Пирĕн яла пырса кĕрсен...
Эсир округри чи аякри ялсенчен пĕринче _ Пулмантăшра _ пулса курнă-и? Унта çитеймен пулсан, кайса курма тăрăшăр. Пĕрре те ỹкĕнмĕр. Пулмантăш _ чиркỹллĕ ял. Çапах та яла ылтăн тăрăллă чиркỹ çеç кỹмест илем. Çамрăксем валли кунта хальхи ыйтусене тивĕçтерекен хоккей коробки тунă, унччен пылчăк çăрăлнă урамсенчи çула тĕпрен юсаççĕ, субботник йĕркелесе йывăçсемпе тĕмсем лартаççĕ тата ытти те.
2025-çулта пуçару бюджечĕпе Пулмантăшри Ленин урамне тирпей-илем кĕртнĕ. Халĕ çак урам хулари урама аса илтерет, троллейбус çеç çỹремест. Подрядчик _ «Энки 21» ООО _ кунта кану вырăнĕ те тунă: тротуар сарса илемлĕ тенкелсем вырнаçтарнă, пĕчĕк сцена та ăсталанă. Кану вырăнне каçхине хулари пек илĕртỹллĕ лампăсем çутатса тăраççĕ.