Пĕр тĕллевпе малалла утар!

Пĕр тĕллевпе малалла утар!

РАÇÇЕЙРЕ Халăх пĕрлĕхĕн кунне паллă тăвасси 1612-çулта Мускава поляксенчен ирĕке кăларнипе çыхăннă. Çак куна 2005-çултанпа уявлаççĕ.

... 1598-çулта юлашки патша _ Федор Иванович _ вилсен престола Борис Годунов боярин йышăннă. Анчах ун влаçĕпе нумайăшĕ килĕшмен. Часах трон çине лармашкăн ăнтăлакансем тупăнаççĕ. Вĕсенчен пĕри Лжедмитрий пулнă. 1609-çулта Польша королĕ 3-мĕш Сигизмунд Раççее тапăнса кĕнĕ, Мускава оккупацие илнĕ. Çакăн пек йывăр вăхăтра Раççей çĕр-шывне пулăшма халăх ополченийĕ тухнă. Ăна Кузьма Мининпа Дмитрий Пожарский дворянсем ертсе пынă. Шăпах 1612-çулхи ноябрĕн 4-мĕшĕнче поляксене Китай-хуларан хăваласа кăларнă. Тăшман парăннă.

Ноябрĕн 4-мĕшĕнче паллă тăвакан уяв _ Раççейĕмĕрти тĕрлĕ халăхăн пĕрлĕх палли, çамрăк ăрăва гражданла тĕрĕс позици йышăнма, патриотизмла воспитани пама вĕрентекен пулăм. Çак кун, нацилĕхпе социаллăха пăхмасăр, халăхăн паттăрлăхне аса илеççĕ. К.Мининпа Д.Пожарский, шăпах çĕр-шывăмăра ют çĕртен тапăнса килнĕ тăшмансенчен ирĕке кăларас тĕллевпе, Раççейри тĕрлĕ чĕлхепе калаçакан, тĕрлĕ тĕнпе те йăла-йĕркепе пурăнакан халăхсен çыннисене пĕрлештернĕ-çке.

Халĕ Халăх пĕрлĕхĕн кунне уявласси çĕр-шывăмăрта анлăн сарăлчĕ. Ял-хулара концерт лартасси, выставка йĕркелесси тата ытти мероприяти ирттересси çирĕп йăлара. Уяв символĕ Хусанти Турă Амăшĕн иконĕ шутланать, вăл Польша интервенчĕсемпе çапăçма тухнă халăхпа пулнă. Ноябрĕн 4-мĕшĕнче православи храмĕсенче, çав шутра пирĕн округри чиркỹ-часовньăра та, Хусанти Турă Амăшĕн иконĕн кунне хисеплесе литурги ирттереççĕ. Пирĕн нумай нациллĕ округри Культура çурчĕсенче вара уяв концерчĕсем лартаççĕ, вулавăшсенче выставкăсем ĕçлеççĕ тата ытти те.

Паянхи çăмăл мар лару-тăрура пирĕн туслăхпа пĕрлĕхе кăтартмалла. Унра _ юратнă çĕр-шывăмăрăн тĕрекĕ, малашлăхĕ.

Зинаида Свеклова.



31 октября 2025
10:52
Поделиться