Пултаруллисем _ çĕнтерỹçĕсем
Ача усрава илекенсен «Çемье ăшши» пултарулăх конкурсĕн муниципалитет тапхăрне пĕтĕмлетнĕ.
«Ылтăн алăсем» номинацире Ефимовсен çемйи (Кахăрлă Шăхаль) çĕнтернĕ, Антоновсен (Кивĕ Шăмăршă), Батановсен (Палтиел) тата Ухваркинсен (Васан) çемйисем призера тухнă.
«Килти Эрмитаж» номинацире Губайдуллинсен çемйи (Виçпỹрт Шăмăршă) _ çĕнтерỹçĕ, Кушковсен çемйи (Палтиел) призер пулса тăнă.
«Художество пултарулăхĕ» номинацире вара Машинсен çемйи (Кивĕ Чукал) çĕнтерме ăсталăх çитернĕ. Çĕнтерỹçĕсен ĕçĕсене «Çемье ăшши» пултарулăх конкурсĕн республика тапхăрне тăратнă.
Е.Жолобова.