Шăмăршă округне _ «Агромаш 90 ТК» трактор
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН «Пурăнмалли çурт-йĕре тата коммуналлă хуçалăх сферине модернизацилесе аталантарасси» патшалăх программипе килĕшỹллĕн, Шăмăршă муниципалитет округне «Трактор завочĕсем» Концерн «Агромаш 90 ТК» универсаллă трактор уйăрса панă. Çĕнĕ техника Шăмăршăри коммуналлă хуçалăхшăн тирпей-илем тума та, хĕлле çулсене юртан тасатса тăма та пысăк пулăшу пулĕ.