Сигарет тата холестерин шайĕ
Пир ус туртни тата холестерин шайĕ ỹсни _ çын сывлăхне пысăк сиен кỹрекен сăлтавсем. Вĕсенчен чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсем _ инфаркт, инсульт, атеросклероз _ пуçланаççĕ. Çак хăрушлăхран мĕнле асăрханмалла-ха?
Шутласа пăхăр-ха, сигарет тĕтĕмĕнче кăна 7000 ытла хими веществи, вĕсем наркăмăшлă, юн тымарĕсен стенкисене сиенлеççĕ. Тăтăш пирус туртаканăн холестерин шайĕ хăвăрт ỹссе каять. Ку пирусри никотин «начар» холестерин кăлар- нипе тата «лайăх» холестерин шайне чакарнипе çыхăннă. Çакă юн тымарĕсенче атеросклероз (атеросклеротические бляшки) аталанасси патне илсе çитерет: юн тымарĕсен шалти стенкисем çупа (жиры) хулăнланаççĕ, юн вĕсенче ирĕклĕ çỹреймест, органсене тата тканьсене сахал çитет (çитеймест). Юн тымарĕсем «тăвăрланнине» пула хупланаççĕ (юн кĕвĕлет _ тромб пулать), татăлса кайма пултараççĕ: инфаркт е инсульт пулать.
Ас тăвăр, никотин юн пусăмне ỹстерет _ гипертони чирĕ аталанать. Сигаретри хими веществисем холестерина йỹçеклентереççĕ (окисление), ку _ юн тымарĕсемшĕн хăрушă!
Атеросклероз çавăн пекех юн тымарĕсен вăрах чирне, сăмахран, ишемие вăй илме «пулăшать». Çапла, пирус туртни тата холестеринăн пысăк шайĕ пĕр-пĕринпе «ăмăртаççĕ», çавна май чĕрепе юн тымарĕсен чир-чĕрĕ аталанасси ансат. Çак инкек-синкекрен упранас тесен мĕн тумалла-ха?
Çакна шута илни вырăнлă:
1) туртма пăрахмалла (туртма пăрахсан чĕрепе юн тымарĕсен функцийĕ лайăхланать _ юн çаврăнăшĕ йĕркене кĕрет, чĕре тата юн тымарĕсен чирĕпе аптрасси 50 процент чакать);
2) холестерин шайне виçсе-тĕрĕслесех тăмалла (юнри холестерин шайĕ пысăк пулсан, çу шайĕ пĕчĕк апат-çимĕçпе усă курмалла, ытларах хускалмалла, кирлĕ пулсан, эмел ĕçмелле);
3) сывă пурнăç йĕркине тытса пымалла (тутлăхлă апат çимелле, омега-3, çу кислоти (пулă, мăйăр), клетчатка (пахча çимĕç, улма- çырла, кĕрперен хатĕрленĕ апат) пур апат-çимĕç холестерин шайне чакарать;
4) вăйпа ĕçлени, физкультурăпа спорт веществосен ылмашăвне лайхлатаççĕ, кĕлетке виçине чакарма витĕм кỹреççĕ;
5) алкоголь ĕçмесен, стресран упрансан чĕрепе юн тымарĕсен ĕçĕ йĕркеллех пулĕ. Çакна çирĕп пăхăнсан пиртен кашниех чир-чĕртен аякра тăрĕ, пурăнма та çăмăлрах та хаваслăрах пулĕ. Суйлăр: сигарет е сывлăх?
З.Воробьева.