Сывă таврăнччăр киле
Ир пулсан, эп вăранатăп,
Çỹлти Турра тав тăватăп.
Шуса тухать сар хĕвел.
Çĕр питне кỹрет илем.
Анчах... Чунра _ лăпкă мар.
Пĕтĕм тĕнче пăтранать.
Кунсерен усал хыпар
Кашнин чĕрине çурать.
Çулĕ çитнĕ çамрăксем
Асап-нуша кураççĕ.
Тăшмана хирĕç тăрса
Куçĕсене хупаççĕ,
Пурăнса курмасăрах
Çĕр айĕнче выртаççĕ.
Вĕсен ашшĕ-амăшсем
Вут-çулăмсăр çунаççĕ...
Турăçăм, илтсем мана.
Тархаслатăп эп Сана:
_ Пулăшсам ачасене,
Упра Эсĕ вĕсене,
Ан пар тăшман аллине.
Сывă таврăнччăр киле.
Галина Афанасьева, «Салтак çăлтăрĕ» конкурс призерĕ (Кахăрлă Шăхаль ялĕ).