Турă Амăшĕн хỹтлĕхĕнче пурăнар
НОЯБРĔН 4-мĕшĕнче _ Раççейри православи халăхĕ Хусанта тупнă Турă Амăшĕн сăнне асăнмалли кун. Çакă Турă Амăшĕн сăнне вырăсла Казанская икона Божией матери теççĕ. Праçникне те Казански (Казанская) теççĕ.
... 17-ĕмĕрте пирĕн Раççей патшалăхĕ ют патшалăхри çынсем пусмăрланипе пĕтĕмпех пĕтес патне çитнĕ. Çỹлти Турă Амăшĕ хута кĕнипе вара Турă пĕтĕм Раççее пĕтесрен хăтарнă. Поляксемпе шведсем пирĕн патшалăха, Мускаври патшалăхăн пур ĕçне хăйсен аллине илсе, чăн тĕне улăштарса хăйсен патшалăхĕпе пĕрлештерсе Раççей ятне çухатасшăн пулнă. Вырăссен çур патшалăхне туртса илнĕ. Çакăншăн пур халăх та хуйхăрнă. Вĕсем Турă çине кăна шаннă.
Куçма Мининпа Димитрий Пожарский Чулхуларан çар пухса патшалăха ирсĕр тăшманран хăтарма хатĕрленнĕ. Хăйсемпе пĕрле Хусанта тупнă Турă Амăшĕн сăнне илнĕ. Патшалăха хăтарма пынă çынсем виçĕ кун типĕ тытса Турăран, Турă Амăшĕнчен тархасласа пулăшу ыйтнă. Турă Амăшĕ хăй сăнĕ умĕнче йĕре-йĕре кĕл тунине илтнĕ. Турă Амăшĕ хута кĕнипе Туррăн кăмăлĕ çаврăннă. Поляксем парăннă, Мускав хули чăн тĕне тытакан Христос çыннисен аллине куçнă. Çак питĕ паллă ĕçе асăнса таса чиркỹ Турă Амăшне мухтаса тав тунă.
Çак ĕлĕк пулнă ĕç пире Турă çине шанса тăма вĕрентет. Турă Амăшĕ пирĕншĕн Турă умĕнче яланах хута кĕрет, çавăнпа Çỹлти Патша Хăйĕн кăмăлне пирĕн енне çавăрать. Турă Амăшĕ Вăл Хăйне хисеплесе Ун пек питĕ ырă кăмăллă пулма тăрăшакансене анчах Хăйĕн ырăлăхĕпе витсе тăрать.
Георгий Хитров протоиерей, Палтиелĕнчи Михаил Архангел ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ.