Ваттисен кунне хисеплемелле
Çитес шăматкун _ ноябрĕн 1-мĕшĕнче _ Ваттисене асăнмалли Димитрий кунĕ. Ăна Димитрий Солунскин вилнĕ кунĕ (ноябрĕн 8-мĕшĕ) умĕнхи шăматкунпа çыхăнтараççĕ. Димитриевски ратиттĕл _ православи тĕнĕпе пурăнакансемшĕн тăвансене, юлташсемпе пĕлĕшсене, никамсăр юлнă çынсене асăнмалли кун.
Авалтан Раççейре Ваттисене асăнмалли Димитрий кунне Радоницăпа тата Çимĕк умĕнхи ратиттĕлпе тан шутланă. Çак кун чиркỹсенче ку тĕнчерен куçнисен ячĕпе панихида ирттереççĕ, вилнĕ тăванĕсен вил тăприйĕсем патне çитсе килеççĕ, асăну трапезисем тăваççĕ. Турра ĕненекенсем йывăр лару-тăрура пурăнакансене хăналама чиркĕве тĕрлĕ апат-çимĕç илсе пыраççĕ, çуртасене турăшсем патне мар, ятарлă сĕтел (канун) çине лартаççĕ. Çак майпа Турăран вилнисен чунĕсемшĕн канăçлăх ыйтаççĕ.
Ратиттĕле мĕн пур христиан хисеплет.