Ял хуçалăх ĕçченĕсене тав турĕç
Ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшассине чи малтанхи тивĕçĕ вырăнне хураççĕ округри аграрисем. Вĕсем мир салтакĕсем валли йĕркелекен гуманитари акцийĕсене хастар хутшăнаççĕ: укçа-тенкĕ хываççĕ е кирлĕ япаласем параççĕ. Ял хуçалăх ĕçченĕсен кунне халалланă уявра акă гуманитари пулăшăвĕ паракан çыннăмăрсене пĕтĕмĕшле çарăн уйрăм юсав батальонĕн командованийĕпе составĕн Тав çырăвĕпе чысларĕç. Çак хисепе тивĕçнисем: «Победа» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Виктор Петрович Алексеев, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Александр Петрович Егоров, Елена Владимировна Пондяковăн хресчен (фермер) хуçалăхĕн управляющийĕ Григорий Александрович Кашкаров, «Колос» Агрофирма» тулли мар яваплă обществăн генеральнăй директорĕ Олег Васильевич Кузнецов, хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ Олег Анатольевич Хлюкин, хресчен (фермер) хуçалăхĕсен пуçлăхĕсем Геннадий Николаевич Макаров, Валерий Геннадьевич Макаров, Олег Николаевич Макаров.
Тăван ен тĕреклĕхĕшĕн чунтан тăрăшакан çĕр ĕçченĕсем _ ыттисемшĕн ырă тĕслĕх.
_ Эпир фронта, госпитале пулăшни Çĕнтерĕве çывхартма çул уçтăр, _ теççĕ вĕри чĕреллĕ патриотсем.
И.Тепитова, округ администрацийĕн экономика тата ял хуçалăх секторĕн заведующийĕ.