«Истори управçисем»

«Истори управçисем»

Çак ятпа Чăваш патшалăх аграри университетĕнче регион шайĕнче слет пулса иртнĕ. Унта республикăри шкул ачисемпе студентсен 33 команди хутшăннă. Шăмăршă округĕнчен Шăмăршă тата Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсен Пирвайхисен представителĕсем пулнă.

Форум участникĕсене ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политики министрĕн çумĕ Марина Лежнина саламланă. Вăл патриотизмла воспитани гражданла яваплăха, çĕр-шыв историйĕн астăвăмне йĕркелекен никĕс пулнине палăртнă.

Слетра «Воин» центрăн аслă инструкторĕпе Григорий Васильевпа йĕркеленĕ тĕл пулу нумайлăха асра юлĕ. Ачасемпе çамрăксем ăна ыйту панă, патриот пуласси пирки шутланă. Вĕсене малалла аталанма вĕренỹ площадкисем, «Астăвăм вырăнĕ» сайтпа ĕçлеме хăнăхни, истори астăвăмне упрас ыйтăва халалланă дискусси, ăсталăх класĕсем, ăру-тăванлăх йывăççине тăвас, архивпа ĕçлес, маскировка сетки çыхас тата типĕ душ ăсталас енĕпе илнĕ пĕлỹ пулăшĕç.

Н.Константинова, Пирвайхисен Юхăмĕн вырăнти уйрăмĕн специалисчĕ.



03 октября 2025
16:18
Поделиться