Наци паркĕн вăрттăнлăхĕсем
ИРТНĔ кунсенче Шупашкарти «Пехет» агромаркетра «Чăваш вăрманĕ» Наци паркĕ «Упракан вăрман вăрттăнлăхĕсем» ятпа экологи пĕлĕвĕн площадкине йĕркеленĕ. Наци паркĕн специалисчĕсем тавар туянма килнисене сайра тĕл пулакан ỹсен-тăранпа чĕр чунсем çинчен интереслĕ каласа панă, тăван çут çанталăка упрама чĕнсе каланă.