Юратупа сывлаччăр çемьесем...
Çак кунсенче округри ЗАГС пайĕнче икĕ çемьене чысларăмăр. Вĕсем: Асанкассинчи Зойăпа Михаил Алямовсем (хаçатăн иртнĕ номерĕнче вĕсем пирки çырнăччĕ) тата Васанти Екатеринăпа Николай Кудряшовсем. Алямовсем пĕрле пурăнма тытăннăранпа _ 60 çул, Кудряшовсем çемье çавăрнăранпа 50 çул çитнине чаплă лару-тăрура паллă турăмăр.
Юбилярсене ывăл-хĕрĕпе мăнукĕсем, çывăх тăванĕсем, ЧР мобилизаци уйрăмĕн, гражданла оборонăн ятарлă программисен округри начальникĕ Ольга Ичанкина, Васан ял территори уйрăмĕн тĕп специалист-эксперчĕ Оксана Егорова, Пăчăрлă Пашьел ял территори уйрăмĕн ВУС инспекторĕ Елена Иванова саламларĕç. Çавăн пекех вĕсене çемье институтне çирĕплетнĕшĕн, çемье хаклăхне пропагандăланăшăн тата юбилей ячĕпе Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн Тав çырăвĕпе хисеп турĕç.
Çак чыса мăшăрсем, чăннипех те, тивĕçлĕ. Зоя Николаевнăпа Михаил Егорович Алямовсем _ вăрçă «ачисем», ĕç ветеранĕсем. Пилĕк ачине тĕрĕс воспитани парса çитĕнтернĕ. Сергей ывăлĕ иккĕмĕш çул ятарлă çар операцийĕнче тăрать. Вĕсен телейĕ _ 1 мăнукĕпе 6 кĕçĕн мăнукĕнче.
Кудряшовсем _ иккĕшĕ те Васан ялĕнче çуралса ỹснĕ, ял шкулĕнче пĕлỹ илнĕ. Николай Павлович 40 çул ытла «Гвардеец» колхозра слесарьте тар тăкнă. Екатерина Петровна «Гвардеецра» _ дояркăра, тăван шкулта 20 çул ытла поварта вăй хунă, вăл _ ĕç ветеранĕ. Кудряшовсен чун тĕрекĕ _ 3 ачипе 9 мăнукĕнче.
Уяв хуçисем юбилярсен Хисеп кĕнекине алă пусрĕç, туй çеммипе вальс çаврăнчĕç, пĕр-пĕрне ылтăн çĕрĕ тăхăнтартрĕç, паллах, çемье тĕреклĕхĕпе шанчăклăхне, сỹнми юратăва палăртса чуп тăвăнчĕç. Çак самантсем вĕсен туй кунне аса илтерни куç кĕрет. 7-8 теçеткерен иртнĕ çыннăмăрсен сăн-питĕнче савăнăç-телей шевли вылярĕ.
Пăчăрлă Пашьел ялĕн тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи хĕрарăмсен ансамблĕ, Васан ялĕн тĕп Культура çурчĕн солистки Светлана Краснова музыка саламĕпе уява чĕрĕлĕх кỹчĕç. Алямовсемпе Кудряшовсен çемйисем _ çамрăк ăрушăн ырă тĕслĕх, мăнаçлăх. Вĕсем пире юратăва упрама-хаклама вĕрентеççĕ. Округ çыннисен ятĕнчен вĕсене ырлăх-сывлăх, вăрăм ĕмĕр, тулли телей сунатпăр. Çемье юбилейĕсем вара килсех тăччăр...
Татьяна Матвеева, округ администрацийĕн ЗАГС пайĕн заведующийĕ.