98 çулти асанне «Шăмăршă хыпарне» куçлăхсăрах вулать
КАРАПАЙ ШĂМĂРШĂ ялĕнче пурăнакан Федосия Михайловна Медведева 99 çулпа пырать. Çулĕ нумай пулин те, пурнăç çине пысăк савăнăçпа пăхать Чĕкеç аппа. «Шăмăршă хыпарĕ» район хаçачĕн кашни номернех тỹсеймесĕр кĕтет, хаçата куçлăхсăрах вулать.
Федосия Михайловна округра пурăнакансене «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата 2026-çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли çырăнса илме сĕнет.
_ Шăмăршă хыпарĕ» вулăпăр _ ăслă-тăнлă пулăпăр! _ çапла шỹтлет ялти хисеплĕ ватă.