Энциклопедин иккĕмĕш кăларăмне пичетлеççĕ
ШĂМĂРШĂ районĕн (халĕ _ округ) энциклопедийĕ 2018-çулта çутă курнăччĕ. Унтанпа пурнăçра нумай улшăну пулса иртрĕ. Хăш-пĕр паллă çын ячĕ тата событи энциклопедие кĕмесĕр юлни те хушма кăларăм хатĕрлеме хистенĕ.
Акă кăçал çак пысăк ĕçе вĕçлесе пичете панă. Шăмăршă округĕн энциклопедийĕн иккĕмĕш хушма кăларăмне хатĕрлеме тỹрремĕнех хутшăннă Петр Фомин журналист каланă тăрăх, çак питех те кирлĕ справочника Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире пичетлеççĕ. Округ администрацийĕ укçа куçарса панă, типографи ĕçе полиграфи тĕлĕшĕнчен пысăк пахалăхпа тума шантарать.