«Эпĕ _ Раççей гражданинĕ»
Çак ятпа Чăваш Енре акци иртнĕ. Ун тĕллевĕ: пĕтĕмĕшле пĕлỹ паракан вĕренỹ учрежденийĕсенче пĕлỹ пухакансене обществăшăн усăллă социаллă практикăна явăçтарасси, активлă гражданла позици йĕркелесси, проект ĕçĕ-хĕлĕ урлă шкул ачисен ăс-хакăлне тата харкамлăхне (личность) аталантарасси.
Акцие республикăри 10 муниципалитетăн 43 проект команди тата 100 ытла вĕренекен хутшăннă. Регион тапхăрне 5 номинаци тăрăх 34 проект тăратнă. Вĕсем: «Çĕнтерỹ еткерлĕхĕ» (1941_1945-çулсенчи Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине халалланă ятарлă номинаци), «Право пĕлĕвне аталантарасси», «Доброволецсен ĕçне аталантарасси», «Культурăпа истори еткерлĕхне упраса хăварасси тата аталантарасси», «Финанс пĕлĕвне аталантарасси».
Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕсем _ Анна Столярова, Егор Федоров, Яна Денисова _ «Вăрçă çинчен веçех каласа пĕтереймĕн» проекта хỹтĕленĕ, «Çĕнтерỹ еткерлĕхĕ» номинацире призера тухнă. Вĕсен ĕçне федераци тапхăрĕн суйлав (заочно) турне тăратнă.
Пултаруллă призерсене чунтан саламлатпăр, суйлав турĕнче çĕнтерме ăнăçу сунатпăр.
Т.Степанова, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.