Çитнĕ тухтăрсем Канашран...

ИРТНĔ эрнере Шăмăршă районĕн тĕп больницинче Канашри территорисем хушшинчи медицина центрĕн мобильлĕ бригади пулнă, сывлăх çуртне йышăнăва килнисемпе биоимпедансометри диагностики ирттернĕ.

Биоимпедансометри анализĕ _ вăйсăр электричество токĕ пулăшнипе çын ỹт-пĕвне тĕпчени.

Çак мероприятие Шăмăршă округĕнче пурăнакан 50 çын хутшăннă, тĕрĕслỹ ирттернĕ хыççăн вĕсене ỹт-пỹ йывăрăшне виçеллĕ тытасси, тĕрĕс апатланасси, вăй-хал ĕçне хутшăнасси пирки сĕнỹ панă. Тухтăрсем пурне те хăйсен сывлăхĕшĕн кашни кун тăрăшмаллине аса илтернĕ.



07 ноября 2025
17:18
Поделиться