Йĕрке сыхлавçине
Шăмăршăри полици уйрăмĕн ĕçченĕсене, ШĔМ ветеранĕсене халаллатăп.
Автор
Полици ĕçченĕ, йĕрке сыхлавçи!
Нимрен хăраман Эс, нихçан пуç усман.
Кам пурлăх çаратнă _ усалăн тарçи _
Йĕрне Эс тупатăн явап тыттарма.
Кама-тăр хур тунă _ васкан хăтарма,
Инкек тỹснине аллуна Эс пама.
Ăçта «вĕри точка» _ çитетĕн унта,
Илен хỹтлĕхе Эс çынна çавăнта.
Пулсан та чăрмав _ калла Эс чакман,
Вутра та çунман Эс, шывра та путман.
... Ятна çỹлте тыт Эс, йĕрке сыхлавçи,
Çĕр-шывăн тĕрекĕ, йĕркелĕх хуçи!
Зинаида Ырпи.