Кашни çамрăк Тăван çĕр-шыва юраттăр
Патриотизмпа гражданла яваплăхăн нумай ĕмĕре тăсăлакан йăли-йĕрки паян нихçанхинчен те пĕлтерĕшлĕрех. Вĕсем пирĕн пĕрлĕхĕн арканми никĕсĕ пулса тăраççĕ, малашлăха шанчăклăн пăхма, кирек мĕнле хăрушлăха та тивĕçлипе хирĕç тăма май параççĕ. Пĕтĕм Раççей пĕрлĕхĕн тата çар мухтавĕн летопиçĕнче чăваш халăхĕн паттăрла ĕçĕсем те чыслăн çырăнса юлнă, вăл хуть хăш саманара та Тăван çĕр-шыв интересĕсене хăюллăн тата харсăррăн хỹтĕленĕ, пĕрлехи çĕнтерĕве тата Раççей патшалăхне çирĕплетес ĕçе хăйĕн курăмлă тỹпине хывнă.
Эпир хамăрăн ачасене тивĕçе парăнса тăма тата Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме хатĕр пулма мĕн пĕчĕкрен вĕрентсе çитĕнтеретпĕр.
Олег Николаев, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИНЧЕ çак кунсенче ĕçлĕ çул çỹревпе «Раççейри Геройсен Ассоциацийĕ» обществăлла организацин делегацийĕ пулнă. Çул çỹреве, «Герой пулма воспитани паратпăр» («Тăван çĕр- шыв Геройĕсен вахти») патриотизмла проектпа килĕшỹллĕн, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Управленийĕ пуçарнипе йĕркеленĕ.
Тĕл пулура сăмах илсе, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра çамрăксене патриотизмла воспитани парас енĕпе пысăк ĕç тунине палăртнă.
«Ку тĕлĕшпе эпир çамрăксен форумĕсене ирттеретпĕр, «Юнармия» юхăма пулăшатпăр, «Авангард» Центра тата «ВОИН» Центр филиалне аталантаратпăр тата ытти те. Историе пĕлмесĕр тата йăлана кĕнĕ нравственность пуянлăхне хисеплемесĕр шанчăклă пуласлăх тума май çук», _ тенĕ Олег Алексеевич.
Делегаци участникĕсем _ Раççей Геройĕсем, çар ĕçĕнче паттăрлăх кăтартнă çынсем _ çамрăксемпе, студентсемпе, кадетсемпе тата республикăри вĕренỹ заведенийĕсен курсанчĕсемпе тĕл пулнă, паллă мероприятисене хутшăннă.
Правительство çуртĕнче иртнĕ тĕл пулура _ ăна Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн заместителĕ Владимир Степанов ертсе пынă _ çитĕнекен ăрăва патриотизмла воспитани парас ыйтăва анлăн сỹтсе явнă. Тĕл пулăва Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертỹçи Вячеслав Борисов тата Чăваш Республикин Вĕрентỹ министрĕ Дмитрий Захаров хутшăннă.
Ноябрĕн 2-мĕшĕнче Ассоциаци представителĕсем Раççей Геройĕн Николай Гаврилов генерал-лейтенантăн парнисемшĕн ирĕклĕ майпа кĕрешессипе иртекен Пĕтĕм Раççей турнирне чаплă лару-тăрура уçма хутшăннă.
С.ИВАНОВ.