Ноябрь культура ĕçĕпе пуян пулĕ
ШĂМĂРШĂ муниципалитет округĕнчи культурăпа кану учрежденийĕсем ноябрь уйăхĕнче те халăх кăмăлне туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ.
Ноябрĕн 15-мĕшĕнче Карапай Шăмăршă тата Кивĕ Чукал Культура çурчĕсенче Халăхсем хушшинчи толерантность кунне халалласа «Толерантность _ ырлăх тĕнчи» ятпа ăслăлăх сехечĕ иртĕ.
Пĕтĕм тĕнчери пирус туртмасăр пурăнмалли кун _ ноябрĕн 18-мĕшĕче _ Кивĕ Чукал Культура çуртĕнче «Тĕтĕме ăша çăтиччен _ шутласа пăх!» ятпа диспут йĕркелеме палăртнă.
Ноябрĕн 20-мĕшĕнче вара Шăмăршă Культура керменĕнче «Мисс Шемуршиночка» ача-пăча конкурсĕ пулĕ, 18 сехетре пуçланать.
Округра Анне кунне анлăн паллă тума хатĕрленеççĕ. Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чукал Культура çуртĕнче _ «Сирĕн умăрта пуçа таятпăр», çак кун Палтиел Культура çуртĕнче _ «Анне» сăмаха чăн малтан калатпăр», 28-мĕшĕнче Виçпỹрт Шăмăршă клубĕнче _ «Калаçсам манпа, аннеçĕм...», Анат Чаткас Культура çуртĕнче «Пирĕн чи хаклă çынсем» ятпа савăнăçлă мероприяти иртмелле.
Ноябрĕн 27-мĕшĕнче Чукал Культура çуртĕнче СВО участникĕсен амăшĕсемпе сăмавар умĕнче тĕл пулу йĕркелеме палăртни _ пуриншĕн те ырă тĕслĕх. Чукалсем çак кун валли концерт программи те хатĕрлеççĕ.