Тылри пулăшăва кашни салтак туйтăр

Фронтри лару-тăру хĕрнĕçемĕн Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнне заказ килсех тăрать. Округ центрĕн Культура керменĕн фойинче ĕç шавĕ татăлмасть. Маттур хĕрарăмсем чун ăшшипе маскировка сетки çыхаççĕ, çи-пуçпа хỹтлĕх япалисем касаççĕ-çĕлеççĕ. Хатĕр япаласене вара отпуска килекен ентешĕмĕрсенчен парса яратпăр.

Октябрь уйăхĕнче çак ĕç-пуçа тума хăват çитертĕмĕр: çĕлерĕмĕр _ 26 хỹтлĕх плащĕ, 34 мăшăр гетры, 7 хỹтлĕх утиялĕ, 33 аялти йĕм, 15 простынь, 19 минтер пичĕ, 13 «шăмă» минтер; çыхрăмăр _ 25 маскировка сетки, 20 «пурнăç» сулли; фронтăн икĕ енне 5 çар çыннинчен парса ятăмăр: 12 хỹтлĕх карри, 17 хỹтлĕх плащĕ, 17 мăшăр гетры, 2 хỹтлĕх утиялĕ.

Кĕске вăхăтрах Запорожье тăрăхне ăсатмашкăн тепловизорпа дронтан хỹтĕленмелли утиял, покрывало хатĕрлесе çитермелле. Канма вăхăт та, кăмăл та çук. Иртнĕ кану кунĕсенче кăна акă 5 утиял, 8 пончо плащ, 8 мăшăр гетры çĕлесе хатĕрлерĕмĕр, çавăн пекех «шăмă» минтерсене синтишар тултартăмăр.

Материал туянмашкăн яланах укçа-тенкĕ кирлĕ. Уйрăм граждансене, Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркĕве çỹрекенсене пире ку енĕпе пулăшнăшăн чунтан тав тăватпăр.

Госпитале ямашкăн гигиена хатĕрĕсем, вырăн таврашĕ, çи-пуç çав тери кирлĕ. В.Вашуркинсен çемйи акă çак кунсенче памперс комплектне илсе килчĕ. Питех те кирлĕ çак япалана кашнийĕ пĕрер комплект парсан та, самаях пухăнĕ. Кам _ ĕçпе, кам _ япалапа, кам _ укçан пулăшас тет _ пирĕнпе çак телефонпа çыхăнăр: 89278538481. Гуманитари япалисене вара округ центрĕн Культура керменне илсе пымалла.

В.Еремеева, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕн ертỹçи.



07 ноября 2025
17:34
Поделиться