Тырă _ 1 миллион тонна ытла

ÇАНТАЛĂК хытă чăрмантарчĕ пулин те, Чăваш Республикинчи çĕр ĕçченĕсем кăçал пĕлтĕрхинчен ытларах тухăç илнĕ, 1 миллион тонна ытла тырă çапса тĕшĕленĕ. Кашни гектар тухăçĕ вăтамран 36,6 центнерпа танлашнă. Çак кăтарту 2024-çулхинчен 29,3 процент пысăкрах. Çĕр улмине 122238 тонна, е çулталăк каяллинчен 7,3 процент нумайрах, пуçтарса кĕртнĕ. «Иккĕмĕш çăкăр» кашни гектартан вăтамран 299,9 центнер тухăç панă, ку пĕлтĕрхинчен 18,5 процент пысăкрах.

Чăваш Ен хăш-пĕр продукцие хамăра кирлинчен ытларах туса илет: çĕр улми _ икĕ хут, сĕт _ 44 процент, пахча çимĕç _ 29 процент, çăмарта _ 46 процент. Аш-какай хамăра кирлĕ чухлĕ туса илетпĕр.



07 ноября 2025
15:52
Поделиться