«Утарçă _ пыл хурчĕшĕн тарçă»

«Утарçă _ пыл хурчĕшĕн тарçă»

ПЫЛРА çын сывлăхĕшĕн сиплĕ 300 ытла япала пуррине çирĕплетнĕ. Уйрăмах В2, В3, В5, В6, В9, С витамин нумай, пыл микроэлементсемпе те (фосфор, кали, кальци, магни, натри, тимĕр, цинк) пуян. Пылри антиоксидантсем чĕрепе юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешеççĕ, организмра онкологие вăй илме чарса тăраççĕ. Пыл холестерин хисепне виçеллĕ тытма пулă- шать, иммунитет системине çирĕплетет тата вар-хырăма сиплет.

Çакăн çинчен мана Шăмăршăра пурăнакан паллă утарçă _ 75 çулти Николай Сапруков каласа пачĕ.

Николай Георгиевич Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ялти шкул хыççăн Вăрнарти ял хуçалăх техникумĕнчен вĕренсе тухнă, зоотехник специальноçне илнĕ.

_ Диплом илтĕм те, мана Улатăр районне ĕçлеме ячĕç, _ аса илет халĕ Николай Георгиевич. _ Кунта тĕп зоотехникра вăй хутăм. Фермăранах салтака илчĕç. Икĕ çул çарта пулса вăй-хал тĕлĕшĕнчен те, характерпа та çирĕплентĕм. Сержант званийĕпе отделени командирĕ пултăм. Çартан таврăнсан Патăрьелĕнчи выльăх-чĕрлĕх ăратлăхĕн пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçрăм, Шăмăршăпа Йĕпреç районĕсен зоотехникĕн тивĕçне пурнăçларăм.

Çамрăк тесе тăмарĕç _ мана Шăмăршă районĕн тĕп зоотехникĕ пулма шанчĕç. Çак пысăк яваплă ĕçре 20 çул ытла тăрăшрăм. Мухтанă та пуль, ятланă та пуль мана _ анчах выльăх-чĕрлĕх отрасльне юхăнма паман. Ун чух районти колхозсемпе совхозра 10600 пуç мăйракаллă шултра выльăх, çав шутра 3000 пуç ытла сăвăнакан ĕне усранă. Сыснасен йышне _ 15 пин пуçа, сурăхсене _ 6 пин пуçа, лашасен йышне 1 пин пуçа çитернĕччĕ. Район пыл хурчĕ ĕрчетессипе те республикăра малти вырăнсенчен пĕрне йышăннă, патшалăха пыл сутмалли плана ирттерсе пурнăçланă.

Николай Сапруков хăçан та пулин хăйĕн утарне йĕркелес шухăшпа пурăннă. Çак ĕмĕт тивĕçлĕ канăва кайсан туллин пурнăçланнă. Халĕ унăн килти хуçалăхĕнчи утарта _ 30 ытла вĕлле çемйи.

_ Хуть те хăш утарçă та _ экспериментатор, _ сăмахне малалла тăсрĕ Николай Георгиевич. _ Пирĕн ĕçре вĕлле хурчĕ пыл пухса парасса çеç кĕтсе лармалла мар. Утарçă вăл _ хăй те вĕлле хурчĕ пекех: канма пĕлмесĕр ĕçлемелле, ĕçе юратмалла тата канăçсăр пулмалла.

Николай Сапруков ăратлăха лайăхлатассишĕн тăрăшать, вĕлле хурчĕн амине пчелопитомниксем урлă çырăнса илет. Селекци ĕçне лайăх туса пынипех, унăн утарĕнчи вĕлле хурчĕн çемйисем çуллен тенĕ пекех пыл нумай пухаççĕ.

_ Утарçă вăл _ чикан тапăрĕн баронĕ пекех _ вĕлле çемйисене вырăнтан вырăна куçарса çỹрет, _ кула-кула каласа парать Николай Георгиевич. _ Пĕр вырăнта çеç ларнипе пыл илеймĕн, эпĕ вĕлле пỹрчĕсене Улмаллăна та, Ульяновск облаçĕнчи Чĕлĕмпе Улхаш таврашне те куçарса каятăп. Хăш хире хура тул, донник е пыл паракан ытти культура акнине _ çарти разведчик пек _ малтанах пĕлсе тăра- тăп. Хĕлхен (кипрей), клевер, вăрман хăмла çырлийĕ, утмăл турат тата ытти чечек ăçта нумай ỹснине сăнатăп.

_ Çăка вара _ уйрăм шутра, _ калаçăва малалла илсе пычĕ утарçă. _ Çак йывăç кашни çул пыл памасть, çанталăкран нумай килет. Çавăнпа та утара тỹрех çăкалăха куçарма тăхтаса тăмалла: пыл _ пулсан та, пулмасан та пултарать.

Вĕлле хурчĕн тăшманĕ те нумай. Николай Георгиевич çак чирсене вырăсла каларĕ те, çаплах çыратăп: американский гнилец, клещевой варроатоз, аскосферос... Утарçăн чирсемпе çине тăрса кĕрешме тивет.

_ Вĕлле çемйи кунне миçе килограмм пыл пухма пултарать? _ ыйтатăп унран.

_ Виçĕ килограмм ытла. Анчах ку таса пыл мар _ нектар. Çакăн чухлĕ нектартан вĕлле хурчĕсем 600 грамм ырă шăршăллă пыл хатĕрлеççĕ.

Пыл илесси çанталăкран нумай килнине асăнтăмăр ĕнтĕ. Кăçал акă нумайăшĕ пыл кĕтнĕ чухлĕ илеймен. Николай Сапруков кашни çемьерен вăтамран пĕрер фляга çурă пыл илнине çитĕнỹ теме пулать.

Утарçă икĕ хутчен СВОра çапăçакан салтаксем валли пыл кучченеçĕ парса янă.

УНЧЧЕН эпĕ вĕлле хурчĕн çемйин пуçлăхĕ хурт ами тесе шутлаттăм. Тĕрĕссипе пуçлăх _ утарçă хăй иккен. Вăл çемье пĕр тикĕс ĕçлетĕр тесе тăрăшать, çăвăр (рой) уйрăлса тухасран сыхă тăрать, вăхăтра магазин лартса вăхăтра пыл уçласа илет, чир-чĕрпе кĕрешет тата ытти те.

Вĕлле хурчĕсене хăвăн ачусене юратнă пек юратмалла, вĕсемшĕн тăрăшмалла, ĕрчеме пулăшмалла, кирлĕ чухне пылпа е шерпетпе тăрантармалла... Çак канăçсăр ĕçре тăрăшакан çынсем _ тăван çут çанталăкăн чăн-чăн тусĕсем.

Николай Георгиевич Сапруков утарçăпа тĕл пулса калаçни манăн чунра ырă туйăм хăварчĕ. «Вĕлле хурчĕ _ ылтăн хурт», _ теççĕ халăхра. Çак ырă хурта ĕрчетекене те ылтăн кăмăллă çын тесе хаклас килет.

Ив.САЛАНДАЕВ.



07 ноября 2025
16:08
Поделиться