Çамрăк художниксен çитĕнĕвĕ

ПĔТĔМ РАÇÇЕЙРИ «Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин сăнарĕ _ çамрăк художниксен произведенийĕсенче» выставка-конкурсăн республикăри суйласа илмелли тапхăрне пĕтĕмлетнĕ. Çамрăк талантсем «Ỹкерчĕксем», «Графика» тата «Скульптура» номинацисенче ăмăртнă. Комисси пурĕ 200 ĕçе пăхса тухса хак панă. Çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Шăмăршăри ача-пăча искусство шкулĕн художество уйрăмĕнче вĕренекенсем те пурри уйрăмах савăнтарать. Юлия Кузьминăпа Татьяна Григорьева _ 1, Софья Дерюшева _ 3 степень Дипломсене тивĕçнĕ. Кристина Уразаева та выставка-конкурс дипломанчĕ пулса тăнă. Ачасен çак çитĕнĕвĕнче И.В.Поликарповăпа З.П.Морозова преподавательсен тỹпи те пысăк.

Е.ЖОЛОБОВА.



14 ноября 2025
15:22
Поделиться