Анатолий Ухтияров _ В.Бараев ячĕллĕ преми лауреачĕ
Владимир Васильевич Бараев-Сĕркке поэт-патриот ячĕллĕ премие комисси 2025-çулшăн Анатолий Ухтиярова пама йышăннă. Анатолий Ильич çак чыса районти «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра пичетленĕ тата вĕсене вулакансем хапăлласа йышăннă, тăван ене халалланă истори статйисемшĕн, çавăн пекех кĕнекесемшĕн тивĕçнĕ.
Анатолий Ухтияров Виçпỹрт Шăмăршă ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнать. Юрист, юридици наукисен кандидачĕ, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Унăн тăван ене халалланă паллă кĕнекисем: «Родимый край _ село родное», «Наши предки и сородичи» т.ыт. те. Анатолий Ильича чунтан саламласа пурнăçра _ ырлăх-сывлăх, тулли телей, творчествăра иксĕлми хавхалану сунатпăр.
П.Фомин, В.В.Бараев-Сĕркке поэт-патриот ячĕллĕ премие парас енĕпе ĕçлекен комисси членĕ.