Çар хатĕрленĕвĕ иртнĕ
Шупашкар çывăхĕнчи "Солнышко" лагерьте çар службин никĕсĕсемпе 5 кунлăх вĕренỹ иртнĕ. Унта Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Çĕрпỹ, Йĕпреç, Шăмăршă округĕсен, çавăн пекех Шупашкар хулин 200 çамрăкĕ çар хатĕрленĕвĕ витĕр тухнă. Пирĕн округран Шăмăршă, Пăчăрлă Пашьел, Палтиел, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕсен аслă класĕсен 30 вĕренекенĕ те хутшăннă.
Яшсем çак енĕпе пĕлỹпе хăнăху илнĕ: тактика хатĕрленĕвĕ, инженери хатĕрленĕвĕ, радиаци, хими тата биологи "хĕç-пăшалĕнчен" хỹтĕленесси, физкультура енĕпе хатĕрленесси, пăшалтан пересси, медицина тактики, пилотсăр вĕçекен аппаратсемпе ĕçлесси, лазертагу. Занятисене Чăваш Енĕн "Воин" центрĕн инструкторĕсем ирттернĕ. Вĕсенче илнĕ пĕлỹпе хăнăху пулас хỹтĕлевçĕсене малашне кирлĕ пулĕç.
Н.Угарина, Пăчăрлă Пашьел вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.