Гелия Хамдеева: «Килес Çĕнтерỹре ман тỹпе те пултăр...»
Ĕнер Шăмăршăра пурăнакан Гелия Хамдеева волонтер гуманитари пулăшăвĕпе 38-мĕш (!) хут аякри çул çỹреве тухрĕ. Хальхинче вăл Самара хулинчи çар госпитальне çитсе килчĕ. Хăй йĕркеленĕ « К ы з л а р - й о л д ы з - лар» («Хĕрсем-çăлтăрсем») ушкăнри хĕр-хĕрарăм, Шăмăршăри «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ, округри уйрăм граждансем, паллах, хăй туяннă-хатĕрленĕ япаласем аманнă салтаксем патне тĕрĕс-тĕкел çитнĕ. Вăрçă суранĕсенчен сипленекенсене питех те кирлĕ япа- ласем çаксем: кресло-коляска (1 шт), костыль (2 мăшăр), термонуски (180 мăшăр), футболка (35 штук), аялти йĕм (51 шт), пĕр хутчен усă курмалли пеленка (60 шт), нỹрĕ салфетка (15 упаковка), çăвăнмалли мунчала (5 шт), супăнь (10 шт), простынь (15 шт), минтер пичĕ (15 шт), «шăмă» минтер (20 шт), темиçе ал шăлли, темиçе памперс упаковки, пылак çимĕç (темиçе пысăк коробка).
Патриотизм туйăмĕпе хĕмленекен уйрăм граждансем гуманитари япалисене янтăлас тĕлĕшпе хастарлăх кăтартнине палăртмалла. Римма Кудряшова (Кивĕ Шăмăршă) акă кресло-коляска парса ыр кăмăллăхне палăртнă. Радик Севрюгин (Патирек) хăй кăна пĕрлехи кассăна 5 пин хывнă. Роза Минеева (Палтиел), Галина Кудряшова (Кивĕ Шăмăршă), Елизавета Кудрявцева, Земземия Гайфуллина (Шăмăршă) та салтаксемшĕн нухратне те, кирлĕ япалана та хĕрхенмен. «Веçех _ Çĕнтерỹшĕн!» пуçару ушкăнĕ вырăн таврашĕ çĕлесе, гигиена хатĕрĕсемпе пылак çимĕç туянса пулăшни _ мухтава тивĕçлĕ ĕç!
Паллах, ырă чĕреллĕ волонтер салтаксемпе тĕл пулса калаçнă, ăшă сăмахпа вĕсен кăмăлне çĕкленĕ. Тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçисем ăна тата Чăваш Енĕн Шăмăршă тăрăхĕнчи гражданĕсене чĕререн тав тунă, çи-пуçпа гигиена хатĕрĕсем питех те вырăнлă иккенне пĕлтернĕ.
Гелия Керимулловнăн пуçарулăхĕпе паттăрлăхĕ (çак сăмахсене тивĕçлех!) _ округ гражданĕсемшĕн ырă тĕслĕх. Ун пуçарăвне ырласа хăйсен тỹпине хывнă ытти çын умĕнче те пуçăмăра таятпăр. Çапла, тыл пĕрлĕхĕ фронтри салтаксене те, госпитальте сипленекенсене те ырă витĕм кỹрет, Çĕнтерĕве çывхартма пулăшать. Çакна асра тытса, пиртен кашниех хамăр тỹпене хывасчĕ.
Зинаида Свеклова.