«Хаксем хăпарасран сыхланса тăвакан ĕç тивĕçлĕ кăтарту кỹрет»

ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИН Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикун ĕç тăвакан власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисемпе ирттернĕ канашлура хальхи çивĕч ыйтусене тишкерсе тухнă. Вĕсенчен пĕри _ эмел хакĕ пирки. Эмел хакĕсен мониторингĕн ыйтăвĕпе Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Лариса Тарасова сăмах илнĕ. Амбулатори, госпитальсен сегменчĕсенчи хаксем, хамăрăн тата ют çĕр-шывсенче туса кăларнă эмелсен хакĕсем _ кашнинех уйрăммăн тишкернĕ.

Сентябрь уйăхĕнчи ỹсĕм пысăк мар _ Раççейри вăтам шайран кăшт пĕчĕкрех. Пурăнма кирлĕ эмелсен хакĕсем вара улшăнман та. Çулталăк пуçланнăранпа пĕтĕмĕшле ỹсĕм 4,1 процентпа танлашнă.

_ Хаксем хăпарасран сыхланса тăвакан ĕç тивĕçлĕ кăтарту кỹрет, _ тенĕ Олег Николаев. _ Ку бюджет укçипе тухăçлă усă курассине те тỹрремĕнех пырса тивет.

Канашлура тишкернĕ тепĕр тема _ 2025-çулта пĕтĕмĕшле вăтам вĕрентỹ программисемпе ирттернĕ аттестаци кăтартăвĕсем. Вĕрентỹ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Максим Гришин кăçал экзаменсене йышăнма 56 пункт йĕркеленине аса илтернĕ.

Тĕрĕслев йĕркеллĕ, пăтăрмахсăр иртнĕ. Максим Юрьевич кăçал вырăс чĕлхипе тата математикăпа çыхăннă экзаменсене 11-мĕш классен 96 проценчĕ ытла ăнăçлă тытнине çирĕплетнĕ. Вăтам балл Раççейри кăтартуран пысăкрах. Математикăпа вăтам балл _ 66,7- пе, химипе _ 63,6-па, физикăпа _ 68,7-пе, биологипе 61,3-пе танлашнă. Кăçал Чăваш Енĕн 4186 яшĕпе хĕрĕ аслă шкула вĕренме кĕнĕ. Çав шутра 2327-шĕ республикăри аслă вĕренỹ заведенийĕсене суйласа илнĕ.

Çапах та пăшăрхантараканни те çук мар. Олег Алексеевич аслă шкулсене вĕренме тĕллевлĕн кĕмелли квотăсемпе усă курас ыйтăва çĕкленĕ. Ку енĕпе техника специальноçĕсемпе япăх _ «строительсен, промышленноçăн аслă шкулсемпе тачă çыхăну тытса ĕçлемелле». Канашлура çавăн пекех «2025-2026-çулсенчи тапхăрта çурт-йĕре хутса ăшăтма хатĕрлесси» инцидентпа килĕшỹллĕн палăртнă мероприятисене мĕнле пурнăçланине тишкерсе тухнă.

А.АЛЕКСАНДРОВА.



14 ноября 2025
09:51
Поделиться