«Халăх сурать _ кỹлĕ тăвать»

«Халăх сурать _ кỹлĕ тăвать»

КĔРХИ ĕç-пуç вĕçленнĕ хыççăн Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн хастарĕсем пархатарлă ĕçе кỹлĕнчĕç. Вĕсем ятарлă çар операцийĕнче тăракансем валли çан тавăрсах маскировка сетки çыхаççĕ.

Анат Чаткасри Культура çуртне çак ялăн, Тури Чаткасăн хĕрарăмĕсем пухăнса чун-чĕре ăшшипе сетка янтăлаççĕ. Хỹтлĕх япалине тумалли спанбонд материалĕнчен хăю касма тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем хутшăнаççĕ. Акă 88-ти Елизавета Мартынова, 8 теçеткене ярса пуснă Ираида Буранова, Лидия Хрисанова (Анат Чаткас), Лариса Козлова (Тури Чаткас), Валентина Яковлевăпа Ирина Тарасова (Хĕрлĕ Васан) хăюсене _ килте, И.Воробьева уйрăм предпринимателĕн сутуçисем _ Сильвия Угасинăпа Елена Синелева магазинта тавар туянакан çук чухне, шкул ачисем пысăк тăхтавра касаççĕ. Çакă ĕçе хăвăртлатать. Пĕрлехи ĕçĕн «çимĕçĕ» _ кĕске вăхăтрах çыхнă 10 хỹтлĕх карри.

Л.Николаева, волонтер, Анат Чаткас ялĕ.



14 ноября 2025
14:57
Поделиться