«Хамăр ырлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла...»

«Хамăр ырлăхшăн хамăрăнах тăрăшмалла...»

Чаткассем _ ĕçчен те пуçаруллă халăх. Ун пирки нумаях пулмасть ирттернĕ субботник тепĕр хут ĕнентерчĕ. Пĕрлехи ĕç хастарсене Анат Чаткасăн пушар деповĕ патне пухрĕ. Арçынсемпе хĕрарăмсем депо таврашне хăтлăх кĕртрĕç: йĕри-таврари йывăçсене касса вутăлăх хатĕрлерĕç те склада хучĕç, хыт-хурапа çỹп-çапа тасатрĕç, пушар хуралĕн çуртне шалтан тирпейлесе тухрĕç. Ку Анат Чаткас ял территори уйрăмне пушар машинипе тивĕçтернипе çыхăнчĕ.

Пушар деповĕнче хальхи вăхăтра шалти юсав ĕçĕсем пыраççĕ. М.Михайлов уйрăм предприниматель тăрăшулăхĕ стенасене, алăксемпе чỹречесене çĕнĕ сăн- сăпат кỹрĕ.

Анат Чаткас ял территори уйрăмне ЧР Чрезвычайлă лару-тăрăвĕн министерстви пушар машини уйăрса пани _ ял-йышшăн пысăк савăнăç тата шанчăклă хỹтлĕх. Владимир Угасин водитель çỹретекен машина, кĕтмен çĕртен вут-кăвар тухас пулсан, çула тухма хатĕр. Пушар деповĕн малтанхи автомашинине юсасси _ малашлăхри тĕллев. Ял территори уйрăмне кĕрекен кашни ял-паççулкă _ Анат Чаткас, Тури Чаткас, Хĕрлĕ Васан, Максим Горький валли мотопомпа туянтăмăр. Ку веçех _ халăх ырлăхĕшĕн, хамăр хăрушсăрлăхшăн.

 Чунтан шанатпăр: ял территори уйрăмĕнчи кил-хуçалăх яланах хỹтлĕхре пулĕ (паллах, хăрушсăрлăх хамăртан та нумай килет). Юратнă ялăмăн маттур та пултаруллă çыннисен пархатарлăхĕ умĕнче вара пуçăма таятăп.

Л.Петрова, Анат Чаткас ял территори уйрăмĕн начальникĕ.



14 ноября 2025
16:52
Поделиться