Кинозала ят панă

ШĂМĂРШĂРИ Культура керменĕнче кинозал уçма палăртни çинчен эпир хамăрăн хаçатра çырнăччĕ ĕнтĕ. Савăнтаракан хыпар: кинозал тăвас ĕç вĕçленсе пырать. Çакна май Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕ халăхран пулăшу ыйтнă: кинозала мĕнле ят памалла-ши?

Конкурса хутшăнакансем темиçе ят сĕннĕ: «Кино-Колос- Театр», «КиноМир-Шемурша» «КиноУют», «Шемуршинский луч»... Хаçата пичете яма алă пусас умĕн эпир çĕнĕ кинозала «КиноМир-Шемурша» ят пама йышăнни çинчен пĕлтĕмĕр.



14 ноября 2025
10:02
Поделиться