Константин Емельяновăн окоп çуртисене фронтра кĕтеççĕ
НУМАЯХ пулмасть Шăмăршăри Халăха социаллă хỹтлĕх паракан центра _ Ваттисен çуртне _ çар тумĕ тăхăннă, кăкăрĕ çине медальсем çакнă çамрăк çын пынă.
_ Эпĕ сире окоп çурти хатĕрленĕшĕн ятарласа тав тума кĕтĕм, _ тенĕ Канаш паççулккинче çуралса ỹснĕ, халĕ СВОра çапăçакан Иван Викторов. _ Уйрăмах хамăн ентеше _ Костя тетене _ мĕн пур салтак ятĕнчен тав сăмахĕ каласшăн. Фронтра окоп çурти çав тери кирлĕ: унпа чей вĕретме те, апат ăшăтма та, йĕпеннĕ тумтире типĕтме те пулать. Кĕскен каласан, окоп çурти вăл _ тăшман асăрхаман çутă тата ăшă паракан хатĕр. Çак çурта 8-9 сехет çунса пире тăван Шăмăршă округне аса илтерсе тăрать.
Костя тете _ 73 çулти Константин Васильевич Емельянов _ ятарлă çар операцийĕ пуçланнăранпа темиçе пин штук окоп çурти хатĕрлесе фронта ăсатнă. 2024-çулта, сăмахран, 1078 çурта хатĕрлесе панă.
Халăха социаллă хỹтлĕх паракан центрта газ котельнăйĕн операторĕнче ĕçленĕ май, пушă вăхăт тупăнсанах Константин Васильевич аллине шăвăç банка тытать. Округри çынсем пуçтарса панă кашни банкăнах хăйне кирлĕ пек касса майлаттарать, унтан вара вĕри парафин ярса çурта хатĕрлет.
_ 400 штук ытла банка черет кĕтсе тăрать, _ пĕлтерчĕ Константин Васильевич. _ Парафин çуккипе ĕç чарăнса ларчĕ. Хĕл çывхарнă май салтаксене окоп çурти питех те кирлине ăнланатăп, анчах ĕçе хăвăртлатасси манран кăна килмест çав.
Константин Емельянов «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат урлă ырă чунлă кашни çынна _ Тăван çĕр-шыв патриочĕсене _ парафин туянмашкăн мĕн чухлĕ те пулин укçа парса пулăшма чĕнсе калать. Сирĕн укçăрăн кашни тенкине Социаллă хỹтлĕх центрĕнче çирĕп шута илеççĕ, кашни тенкĕ Çĕнтерĕве çывăхартма пулăшĕ.
_ Парафин туянма укçа пуçтарас ĕçе округри кашни ялтах йĕркелесен çав тери аван пулĕччĕ, _ терĕ Константин Васильевич. _ Çавăн пекех консервланă симĕс пăрçа, куккурус банкисене Социаллă хỹтлĕх центрне е «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцине кĕртсе парсан чĕререн тав тунă пулăттăм.
Константин Емельянов «кĕмĕл волонтер» ыйтнине пурнăçласа, «Шăмăршă хыпарĕ» хаçат редакцийĕ «Окоп çурти тума _ халăх пулăшăвĕ» акци йĕркелеме шутларĕ. Çак акцие округри тỹрĕ кăмăллă кашни çынах хутшăнасса çирĕп шанса тăратпăр. ...ÇАК кунсенче Канаш паççулкинче çуралса ỹснĕ Константин Васильевичпа Тутарстанри Çĕнĕ Упи ялĕнче çут тĕнчене килнĕ Лидия Ивановна Емельяновсем пĕрлешнĕренпе 50 çул çитнĕ. Çак ятпа эпир вĕсене чун-чĕререн саламлатпăр, çирĕп сывлăх, телей, вăрăм ĕмĕр сунатпăр.
Ив.САЛАНДАЕВ.