Лайăх çул _ ял савăнăçĕ е йывăç шакмакран пуçласа хулари пек илемлĕ асфальт çул сарни çинчен
Кăштах истори 1929-ÇУЛТА Чăваш АССР Халăх Комиссарĕсен Совечĕ (СНК ) çумĕнче çул-йĕр управленийĕ туса хурсанах, Шăмăршă районĕнче ялпа ял хушшинчи çулсемпе кĕперсене тĕрĕслесе тухнă. Лару-тăру, Актра çырнă пекех: «йĕрсе ямалла» («плачевно плохо») япăх пулнă.
Ялсенче çеç мар, Шăмăршăра хăйĕнче те кĕрлĕ-çурлă çанталăкра пылчăк çăрăлнă. Çул çуккипе, аякри ялсенче пурăнакансем район центрне нушаланса çитсе ỹкнине шỹтлесе: «Магадана кайса килтĕм-ха», _ тесе каланă. Иртнĕ ĕмĕрĕн вăтăрмĕш çулĕсенче Чăваш АССРĕнче çул тума пикенсех пуçăннă. Республикăра _ çав шутра Шăмăршă районĕнче те _ 1930-çулхи сентябрĕн 10_20-мĕшĕсенче «Çул-йĕр эрни» ирттернĕ. ВКП(б) Шăмăршă райкомĕпе райĕçтăвкомăн 1937-çулхи июнĕн 7-мĕшĕнчи анлă ларăвĕн протоколĕнчен:
- 1937-çулхи июнĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 10-мĕшĕччен Шăмăршă районĕнче ударлă виçĕ уйăхлăх ирттерес.
- Виçĕ уйăхлăх вăхăтĕнче Шăмăршă ялĕпе Карапай Шăмăршă ялĕсем хушшинчи хăйăрлă çул çине _ пурĕ 2 километр _ йывăçран шакмак сарса тухас.
- Вăрман хуçалăхĕпе райпромкомбинат директорĕсене шакмак хатĕрлеме йывăç уйăрса пама хушас.
- Ял Совечĕсемпе колхоз правленийĕсене çул тума шакмак хатĕрлес ĕçе йĕркелеме çынсемпе лашасене анлăн хутшăнтарма хушас.
1937-çулта Шăмăршăпа Карапай Шăмăршă ялĕсем хушшинче 2 километр тăрăшшĕ çул çине йывăç шакмак сарма вăй çитернине чăн-чăн паттăрлăх теме пулать. Мĕн пур ĕçе алă вăйĕпе тата лаша пулăшнипе тума тивнĕ. Шакмак хатĕрлесе çул сарма районти кашни колхоза хутшăнтарнă. Çулсăр пуçне, Шăмăршăра йывăçран 4 кĕпер те тунă.
Вăтăрмĕш çулсенче çĕр хăпартса «Канаш _ Патăрьел _ Шăмăршă» çул тунă, ăна чул сарса тикĕслесе тухни те _ çав тери пысăк ĕç. 1932- çулта 162 километр тăрăшшĕ «Шупашкар-Канаш-Шăмăршă» тракта хута яни район историне ылтăн сас паллипе çырăнса юлма тивĕç.
Çул-йĕр çĕкленĕ çĕрте пысăк çитĕнỹ тунăшăн, СССР ЦИК-ĕн 1935-çулхи июнĕн 27-мĕшĕнчи Постановленийĕпе, Чăваш АССРне Ленин орденĕпе чысланă.
Совнарком çул-йĕр тунă çĕрте уйрăмах палăртнă районсемпе колхозсене хавхалантарма 25 _ çăмăл автомашина, 20 _ грузовик, 50 _ велосипед, 50 _ хут купăс, 2 трактор тата ытти хаклă япала уйăрса панă. Награда илнисен йышĕнче Шăмăршă районĕ те пулнă: пире груз турттаракан 1 автомашина, 4 велосипед, 4 хут купăс тата 2 патефон парса чысланă.
1933-çулхи декабрĕн 5_7-мĕшĕсенче Шупаш- карта çул-йĕр тăвакан ударниксен республикăри I-съезчĕ пулса иртнĕ, унта _ 547 ударник. Çав шутра Шăмăршă районĕнчен 5 делегат, хутшăннă.
ПАЯНХИ ĔÇ _ КУÇ УМĔНЧЕ
ПУРТЕ пĕлетпĕр: 1986-çултан пуçласа 2016-çулччен Шăмăршăри çулсене ДРСУ тунă тата йĕркеллĕ тытассишĕн тăрăшнă.
Тĕрĕссипе, çулсене çĕклесе асфальт сарма маларах пуçăннăччĕ-ха, ку тĕлĕшпе куçса çỹрекен икĕ-виçĕ «эрмен завочĕ» асфальт хатĕрлетчĕ. Анчах та çак хура тĕтĕм кăларакан пĕчĕк завод хăвачĕ пĕчĕк пулнă, вăл хатĕрлекен асфальт та _ пиçнĕ-пиçмен çăкăр пек _ пахалăхĕпе савăнтарма пултарайман.
ДРСУра асфальт завочĕ (АБЗ) хута кайнине шăмăршăсем чунтан савăнса кĕтсе илнĕччĕ. Çак завод сменăра 350-400 тонна асфальт хатĕрленĕ, хăйĕн производство хăвачĕпе темиçе теçетке «эрмен заводĕнчен» те ирттернĕ.
Питĕ шел, ДРСУ саланнă хыççăн АБЗ та ĕçлеме пăрахрĕ, Шăмăршă районне асфальт таçта аякран турттарма тытăнчĕç. Паллах ĕнтĕ, ку _ питĕ тăкаклă тата çул-йĕр тăвассин хăвăртлăхĕ те нумай чакать. Унччен хастар ĕçленĕ коллектив ĕç вырăнĕсĕр тăрса юлни те хытă пăшăрхантарать.
Йывăрлăх нумай пулин те, Шăмăршă тăрăхĕнче çул-йĕр тăвас тата киввине юсаса çĕнетес ĕç чарăнса лармарĕ.
2025-çулхи ĕç-хĕлпе тĕплĕнрех паллаштармашкăн эпĕ Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн строительство тата çул-йĕр хуçалăх пайĕн начальникĕнчен Максим Кудряшовран ыйтрăм.
_ Çул ыйтăвĕ, паллах, пурне те хумхантарать, _ терĕ Максим Александрович. _ Пирĕн ĕçе критиклекен те нумай. Çапах та юлашки çулсенче Шăмăршă муниципалитет округĕнче çул тăвас тата юсас ĕçри ырă улшăнусене курмасăр тăма май çук. Ку ĕçе пуçару бюджечĕн программи уйрăмах хăвăртлатрĕ. Çак программăна хутшăнса, ял çыннисем ăçта çул сармаллине тата унччен сарнине тĕпрен юсамаллине хăйсем палăртаççĕ. Çавăн пекех округра Транспорт системине аталантармалли программа та ăнăçлă пурнăçланса пырать. Кăçал пуçару проекчĕпе Шăмăршăри Садовая тата Совхозная урамсене асфальт сарса тикĕсленĕ.
2025-çулта Транспорт системине аталантармалли программăпа Шăмăршă ялĕнчен К.Маркс, Шоссейная, Юбилейная, Молодежная, Западная урамсенчи тата Энтĕрьелĕнчи Гагарин урамĕнчи 2,5 километра яхăн çула тĕпрен çĕнетнĕ. Кунпа çеç ĕç чарăнса лармасть: 2026-çулта çул черечĕ Шăмăршăри Победа, Восточная, Мир, Афанасьев, Красный бор, Чапаев урамĕсемпе ытти хăш-пĕр урампа пăралука та çитмелле.
Округри ытти ялта та икĕ программа тухăçлă ĕçленĕ.
Ив.САЛАНДАЕВ.