Ĕмĕрлĕхе асра хăвармалăх
НОЯБРĔН 10-мĕшĕ Шăмăршăри полици уйрăмĕн ĕçченĕсемпе ШĔМ ветеранĕсемшĕн професси уявĕпе кăна мар асра юлĕ. Çак кун районти полици уйрăмĕнче, кунта вăй хунă милици майорĕн, РФ Оборона Министерствин Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен аслă лейтенанчĕн _ ятарлă çар операцийĕнче çар тивĕçне пурнăçланă чух пуçне хунă Николай Гордеевăн _ Асăну хăмине уçрĕç.
Митинга Шăмăршă полици уйрăмĕн начальникĕ _ Наиль Тепитов подполковник уçрĕ. Николай Гордеевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ тата СВОри паттăрлăхĕ çинчен ШĔМ органĕсен ветеранĕсен Канашĕн тата Пограничниксен пĕрлĕхĕн ертỹçи Егор Сетриванов каласа пачĕ, вăлах ентешĕмĕре унăн подразделенийĕнчи салтаксем халалланă сăвăпа паллаштарчĕ. Шăмăршă муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Светлана Павлова кунта пухăннă полици (милици) ĕçченĕсемпе ветеранĕсен, Шăмăршă вăтам шкулĕн çамрăк армеецĕсен тата граждансен ячĕпе Николай Петровичăн паттăрлăхĕ вилĕмсĕррине, вăл çамрăк ăрушăн чăн-чăн патриот пулса юлнине палăртрĕ.
Асăну хăми çинчи шур пĕркенчĕке вара Н.Гордеевăн мăшăрĕ _ Нина Петровна _ сирчĕ. Шăмăршăри Христос çурални ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ _ Николай Чувашов протоиерей _ Асăну хăмине çветтуй шыв сапса сăвапларĕ. Унтан мероприятие хутшăннисем Асăну хăми айне хĕрлĕ гвоздикăсем хучĕç, самантлăх шăп тăрса пуç тайрĕç, чыс пачĕç.
Чуна хумхантарса Раççей Федерацийĕн Патшалăх Гимнĕ янăрарĕ. Хура мрамор плита çинчен тинкерекен милици майорĕн, РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен аслă лейтенанчĕн _ Николай Петрович Гордеевăн _ сăнарĕ кашнинех çĕр-шывăмăрăн мăнаçлăхне туйтарчĕ. Паллах, йĕрке сыхлавçин, МИР хỹтĕлевçин ырă ĕçĕсемпе паттăрлăхĕ нихçан та манăçмалла маррине ас тутарчĕ.
ПАТРИОТĂМĂР сăнарĕ кашнинех тăнăçлăхпа тĕрĕслĕхшĕн кĕрешмеллине аса илтерсех тăрĕ...
Зинаида Свеклова.