«Нарпике ăраскалĕ»
Çак ятпа нумаях пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Ольга Федорова редакторпа Ирина Калентьева ỹнерçĕ пулăшнипе тухнă кĕнекен тиражĕ _ 1000 экземпляр. «Нарпике ăраскалĕ» романăн авторĕ _ Тимĕр Алюш Вали (Валентина Алексеевна Кириллова-Смирнова), РФ Журналистсен Союзĕн членĕ (2001), «ЧР Профессионал писательсен союзĕ» общество организацийĕн членĕ (2019). Маларах Валентина Алексеевна Комсомольски районĕн _ «Колхоз ялавĕ» тата Елчĕк районĕн «Елчĕк Ен» хаçачĕсен редакцийĕсенче вăй хунă. Халĕ _ тивĕçлĕ канура.
Ăна эпир Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленнĕ «Сас пачĕ ывăлăм» (2023) кĕнеке тăрăх та пĕлетпĕр. Унччен маларах В.Кирилловăн 4 кĕнеки Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăпа Елчĕк район хаçачĕн редакцийĕнче пичетленсе тухнă. «Нарпике ăраскалĕнчи» ĕçсем 1900_2023-çулсенче пулса иртеççĕ. Романти тĕп сăнар _ Нарпике ятлă чăваш хĕрĕ. Малтанах вулакан унăн аслашшĕпе асламăшĕн _ Тимреçпе Сарпин _ кун- çулĕпе кĕскен паллашĕ, унтан ашшĕпе амăшĕн _ Арханпа Элимен _ пурнăçĕ çинчен пĕлĕ.
Нарпике шăпи хăйне евĕр кăсăклă та кăткăс. Ун пирки вуланăçемĕн пĕр савăнатăн, пĕр пăлханатăн. Пĕр сăмахпа, тĕп сăнарăн пурнăçне «пурăнса» ирттеретĕн. Ытти сăнар та вулакан чун-чĕрине хускатать. Автор чĕлхи сăнарлă та сĕтеклĕ, хайлаври эпизодсем асра юлмалăх кăмăл-туйăма çавăрса илеççĕ. Апла тăк, васка паллашма çĕнĕ кĕнекепе, вулаканăм.
Зинаида Ырпи.