Петр Долгов: «Аслисен ятне ямăп…»
Призывник кунĕ умĕн пирĕн корреспондент Петр Долговпа _ РФ Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен ретне тăма хатĕрленекен çамрăкпа _ тĕл пулнă. Вулакансене çак калаçăвăн сыпăкĕпе паллашма сĕнетпĕр.
_ Ырă кун пултăр, Петр!
_ Сире те ырă кун сунатăп, Зинаида Ивановна!
_ Сирĕнпе _ ыранхи салтакпа _ тĕл пулма питĕ хавас. Паллаштарăр-ха Хăвăрпа.
_ Эпĕ _ Петр Васильевич Долгов. Асанкасси ялĕнче çуралнă, Шăмăршă вăтам шкулĕнче вĕрентĕм. 9 класс хыççăн Шупашкарти Транспортпа строительство технологийĕсен техникумĕнче «штукатур-маляр» специальноçа алла илтĕм. Юратнă специальноçпах тĕп хуламăрти пĕр организацире ĕçлеме пуçларăм, икĕ уйăх çеç ĕçлесе ĕлкĕртĕм...
_ ... Çара кайма повестка пачĕç. Çапла-и?
_ Çапла. Çак кунсенче 18 тултаратăп. Унтан кăштахран çула тухмалла.
_ Ăçта лекесси паллă мар-и?
_ Çук-ха. Хăть те ăçта лексен те _ пăшăрханмастăп. Аттем _ Василий Петрович _ службине Владивостокра Тинĕс-Çар флотĕнче ирттернĕ. Кукаçи _ Александр Николаевич Шурбин _ танкист, куккам _ Константин Александрович Шурбин пограничник пулнă. Вĕсем тăнă çĕрте службăна ирттерме те хирĕç мар эпĕ. Чи кирли _ службăна таса тивĕçпе пурнăçласси. Аслисем пекех, хама пур енчен те лайăх кăтартасчĕ. Чăваш ятне ярас марччĕ.
_ Патриотизм чунĕ хĕмленет Сирте, Петр...
_ Çапла пулмалла та. Арçыннăн чи пысăк тивĕçĕ _ Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси. Çывăх çыннăмсем манран чăн-чăн салтак пуласса кĕтеççĕ. Манăн вĕсен канлĕхне, тăнăçлăхне хỹтĕлемелле-çке. Аннем _ Оксана Александровна (вăл район больницинче поварта вăй хурать), Кирилл тетем (вăл _ студент), Полинăпа (вăл та _ студент) Инесса (шкулта вĕренет) йăмăкăмсем, асаннем _ Зоя Михайловна тата тус-тăван шанăçне тỹрре кăлармалла!
_ Шанăçа тỹрре кăларма, сан шутупа, салтака мĕнле пахалăхсем кирлĕ?
_ Чи малта, паллах, сывлăх тăрать. Унтан... ăс-хакăл, чун çирĕплĕхĕ, çарта илнĕ хăнăху, патриотизм, çынпа хутшăнма пĕлни, пĕрлĕх туйăмĕ... Веçех хамран килет...
_ Çар службине çитсен чи малтан кама хыпар ярăн?
_ Паллах, юратнă аннеме. Вăл аттемпе пĕрле мана пурнăç парнеленĕ. Мĕн пур ыррине манра аталантарнă. Пиллесе Çара ăсатаканни те _ аннех-çке. Питĕ шел, аттемĕр пирĕн хушăмăрта çук ĕнтĕ, манпа мăнаçланатчех ĕнтĕ вăл...
_ Петр, эпĕ Сире округ çыннисен ятĕнчен çар службине тĕрĕс-тĕкел ирттерме сывлăх, ăнăçу сунатăп. Сирĕнпе эпир халех мăнаçланатпăр. Эсир _ Тăван çĕр-шывăн ыранхи хỹтĕлевçи. Сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе çаврăнса килмелле пултăр!
_ Тавах, çапла пултăр!
Калаçăва Зинаида Свеклова йĕркеленĕ.