Пирĕн фермер _ республикăра та чи лайăххи
ИРТНĔ эрнере Шупашкарта Чăваш Республикинчи ял хуçалăх ĕçченĕсемпе продукци тирпейлекен промышленноçра вăй хуракансене чысланă, экономика ăмăртăвĕнче мала тухнисене палăртнă.
Фермер хуçалăхĕсем хушшинче чи лайăх производствăпа экономика кăтартăвĕсем тунăшăн Шăмăршă муниципалитет округĕнчи Елена Пондяковăна 2-степень Дипломпа хавхалантарнă.