«Пысăк тăхтавра» çĕнтернĕ
«Артек» Халăхсем хушшинчи ача-пăча центрĕнче Пĕтĕм Раççейри «Пысăк тăхтав» («Большая перемена») конкурс финалĕн тапхăрĕ иртнĕ. Унта çĕр-шывăн пысăк проекчĕсенче çĕнтернĕ Чăваш Енĕн 12 вĕренекенĕ те хутшăннă.
«Пысăк тăхтавăн» çĕнтерỹçисен йышне Шăмăршă вăтам шкулĕн вĕренекенĕ Любовь Семенова та лекнĕ, 2-степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Любовь 200 пин тенкĕ укçа-тенке (унпа вăл малалла вĕренме усă курĕ) тивĕçнĕ. Çавăн пекех хĕр аслă вĕренỹ заведенине вĕренме кĕнĕ чухне ăна баллсем хушса парĕç.
Г.Кудрявцева.