Пĕр шухăшлă пулса

Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн коллективĕ ятарлă çар операцийĕнче тăракансене пулăшу парасси çине яланах тимлĕх уйăрать. Çак кунсенче акă учительсемпе вĕренекенсем пĕрлехи вăйпа гуманитари япали пухассине йĕркелерĕç. Апат-çимĕç, ăшă çи-пуç пуçтарчĕç, чун ăшшипе çырусем шăрçаларĕç. Гуманитари пулăшăвĕ çывăх вăхăтра СВО участникĕсем патне çитмелле.

Ыр кăмăллăх акцийĕ пурне те патриотизм туйăмĕпе çунатлантарчĕ: кашниех пĕрлехи акцие хăй тỹпине тулли кăмăлтан хыврĕ.

Т.Степанова, Карапай Шăмăршă вăтам шкулĕн директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.



14 ноября 2025
16:23
Поделиться