Пĕрлĕх юррисем янрарĕç...
Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çуртĕнче «Хамăрăннисене пăрахмастпăр!» ятпа ыр кăмăллăх концерчĕ пулчĕ. Ăна ятарлă çар операцийĕнче тăракан салтакăмăрсене пулăшас тĕллевпе тата çамрăк ăрура патриотизм туйăмне вăйлатас енĕпе ирттертĕмĕр.
Концерт участникĕсем _ Культура çурчĕ çумĕнчи пултарулăх коллективĕ, «Шăнкăрав» фольклор ансамблĕ, ял шкулĕн вĕренекенĕсем, уйрăм солистсем тата Патăрьел округĕнчи Тури Пуçа ялĕн артисчĕсем _ Тăван çĕр-шывпа ун хỹтĕлевçисене сăвă-юрăра мухтарĕç. Çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти туслăхпа пĕрлĕх хакне туйтарчĕ, паянхи лăпкă мар лару-тăрура патриотизм тĕп вырăнта пулмаллине тепĕр хут çирĕ плетрĕ. Концертра пухăннă укçа-тенкĕ вара СВО участникĕсене пулăшма кайĕ.
А.Алексеева, Карапай Шăмăршă ялĕн тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ.