Пуçару бюджечĕпе _ ачасем валли

ШĂМĂР ШĂ муниципалитет округĕнче пуçару бюджечĕ пулăшнипе ырă ĕç нумай тăваççĕ. Акă çак кунсенче кăна-ха Шăмăршăри Ленин урамĕнче _ 54-мĕш номерлĕ çурт умĕнче _ хулари пек илемлĕ ача-пăча площадкине хута янă.

Вылямалли площадкăра хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене тивĕçтерекен çĕнĕ оборудовани вырнаçтарнă. Канмалли кунсенче кунтан ир пулса каçченех ача-пăча татăлмасть, хаваслă вăйă-кулă пурне те савăнăç кỹрет.



14 ноября 2025
10:01
Поделиться