Пуçару проекчĕ ялти клуба çĕнетме май панă

Пуçару проекчĕ ялти клуба çĕнетме май панă

КИВĔ ЧУКАЛА «юрлакан ял» тесе ахальтен каламаççĕ. Кунти илемлĕ пултарулăх коллективĕ _ таврари чи лайăххисенчен пĕри. Ялта кашни эрнерех тĕрлĕ культура мероприятийĕ иртет, кивчукалсем кичем пурăнма пултараймаççĕ. Кăçал кунта пуçару проекчĕпе ялти клуба тĕпрен çĕнетнĕ. Уйрăммăн калас пулсан, крыльцана сỹтсе çĕнĕрен тунă, çуртри чỹречесемпе алăксене улăштарнă, урайне сăрланă, стена çине хитре обой çыпăçтарнă, хальхи ыйтусене тивĕçтерекен санузел вырнаçтарнă.

Чи савăнтараканни вара _ клуб сценине çĕнетсе пысăклатни. Халĕ кунта Шупашкар артисчĕсене çеç мар, Мускав юрăçисене те пĕр вăтанмасăрах йышăнма пулать.

Кивĕ Чукала хула сăнĕ кĕртекен тепĕр ырă ĕç _ кăçал ялта видеокамерăсем вырнаçтарни. Çак кирлĕ ĕçе те пуçару бюджечĕ пулăшнипе тунă.



14 ноября 2025
10:01
Поделиться