Пусса хăтлăх кỹчĕç

Пусса хăтлăх кỹчĕç

Пусă _ ял çыннин пурнăçĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ. Апат-çимĕç хатĕрлемелле-и, выльăх-чĕрлĕхе шăвармалла е пахча çимĕçе сапмалла-и, ку е вăл япалана çумалла-и _ эпир тỹрех шыв ăсма васкатпăр.

Палтиелĕн Ленин урамĕнчи пуссипе (вăл çул хĕрринче, райпо магазинне хирĕç, ларать) акă кам кăна усă курмасть-ши? Çывăхри çуртсенче пурăнакансем, магазинта, чиркỹре ĕçлекенсем, çуран тата машинăпа иртсе çỹрекенсем...

Çак кунсенче пурте кăмăлласа усă куракан пусă сăн-сăпачĕ палăрмаллах çĕнелчĕ. Ял хастарĕсем _ Станислав Долгов, Владислав Микасев _ шăтăк чавса тимĕр юпасем лартрĕç, ылтăн алăллă Алексей Кузьмин вара тимĕр карта тытнă чух сварка ĕçне турĕ.

Эрешлĕ хỹме илемĕпе те кăчăк туртать, усăлăхĕпе те шанчăклă. Пусă таврашне выльăхсем вараласран тата ача-пăча инкек курасран та асăрханма май пур халĕ.

В.Долгов, Палтиел ялĕ.



14 ноября 2025
09:59
Поделиться