«Çĕр-шывăмăра хỹтĕлесси _ яваплă»
Шăмăршă вăтам шкулĕнче ятарлă çар операцийĕн участникĕпе Эдуард Козловпа тĕл пулу иртрĕ. Эдуард Валерьевич çамрăк ăрăва хăй шкулта вĕреннĕ чухнехи самантсем, Раççей Çарĕнчи служба тата СВОна хутшăннин пĕлтерĕшĕ пирки каласа кăтартрĕ. Вĕренекенсене вăл фронтри йывăр лару-тăрура Раççей салтакĕсем хăйсене çирĕп те хăюллă тытни пирки пĕлтерчĕ, унти тĕлĕнтермĕшсене аса илчĕ.
Тăван çĕр-шыва хỹтĕлесси _ чи сăваплă тивĕç тата яваплă ĕç пулнине шкул ачисем Эдуард Козлов илсе кăтартнă тĕслĕхсем урлă ăша хыврĕç.
Çакăн евĕр тĕл пулусем çитĕнекен ăрăва Раççей Хĕç-пăшаллă Вăйĕсен пĕлтерĕшне лайăх ăнланма пулăшаççĕ. Кун пирки шăпах çак мероприяти тепĕр хут çирĕплетрĕ.
Г.Кудрявцева, Шăмăршă вăтам шкулĕ.