Район хаçачĕ - чун «апачĕ»

Район хаçачĕ - чун «апачĕ»

«Шăмăршă хыпарĕ» хаçат _ маншăн çĕнĕ хыпар çăл куçĕ. Кашни ял-паççулккан, организаци-учрежденин пурнăçĕ, кунсерен пулса иртекен ĕç-пуç çинчен пĕлме питĕ кăсăклă-çке. Саламсене вуласа юбилярсемпе паллашма кăмăллă. Пултаруллă çынсем çинчен вулама юрататăп. Хаçатра пичетленекен апат-çимĕç рецепчĕсемпе, канашсемпе тăтăшах усă куратăп. Кулăшла калавсемпе сăвăсем кăмăла çĕклеççĕ.

 Эпĕ ачаран район хаçатне вуланă, ун чух вăл «Коммунизм çулĕ» ятпа тухса тăратчĕ. Халĕ те алран ямастăп, ăна кашни çур çулта çырăнса илетĕп. Обществăлла апатлану сферинче чĕрĕк ĕмĕр ытла вăй хуратăп. Хальхи вăхăтра «Красный бор» кафере аслă поварта тăрăшатăп. Юратнă хаçатăм та пĕрлех: кăшт пушă самант тупăнсанах ăна тепĕр хут вулама пикенетĕп. Кафене апатланма çỹрекенсем ман аллăмри хаçата илсе вулани çав тери савăнтарать.

Округ çыннисене 2026-çулхи 1-мĕш çур çулта илсе тăмашкăн «Шăмăршă хыпарне» çырăнма чĕнсех калатăп:

_ Çырăнăр район хаçатне, вуласа чун-чĕрепе пуянланăр!

 С.ЛЮБИМОВА, Шăмăршăри «Красный бор» кафен аслă поварĕ.



14 ноября 2025
09:50
Поделиться