Шкулсăр, клубсăр, лавккасăр пĕчĕк ялсене район хаçачĕсĕр те хăварнă
ЖУРНАЛИСТ çул çỹревĕпе тĕрлĕ яла çитме тивет. Халĕ _ 2026-çулăн пĕрремĕш çур çулĕ валли хаçат-журнал сармалли кампани пынă май _ чи малтан çырăнтару ĕçĕпе интересленетпĕр.
_ Эсĕ ăçта ĕçлетĕн-ха, çамрăк хăта? _ ыйтрĕ манран Канаш паççулккинче пурăнакан ватăрах хĕрарăм. Çулĕпе манран нумай аслă та мар пуль-ха вăл, çапах хама «çамрăк» тесе калани савăнтарчĕ.
_ «Шăмăршă хыпарĕ» хаçатра! _ терĕм мăнаçлăн.
_ Ун пек хаçат та пур-и? _ тĕлĕнсе сăмахларĕ хĕрарăм. _ Эпĕ «Коммунизм çулне» çеç пĕлеттĕм, ăна кашни çулах çырăнса илнĕ. Совет Союзĕ арканнăранпа пирĕн патăмăрта хаçат çырăнтарма та пăрахрĕç вĕт. Тем пек вулас килет те район хыпарĕсене, анчах май çук. Кам пуçлăхра ларнине тата хăшне депутат пулма сĕннине суйлав çитсен çеç пĕлетпĕр. Хамăра Шăмăршă районĕнче пурăннă пек шутлатпăр, Шăмăршă тăрăхĕнчи пурнăçа пĕлмесĕрех ватăлатпăр...
Зина аппа (ватă хĕрарăма çапла чĕнеççĕ) хăйсен пĕчĕк ялне район хаçачĕн журналисчĕ пырса курнăшăн çав тери савăнчĕ. Вăл çеç-и _ тахçан пуçламăш шкул пулнă кивĕ çурт умне кĕске вăхăтрах çирĕм ытла çын пуçтарăнчĕ. Хампа пĕрле илнĕ темиçе экземпляр хаçата валеçсе патăм та вĕсене, каçса кайсах вулама пуçларĕç.
_ Район хыпарĕсĕр «выçсах» çитрĕмĕр, _ йышăнчĕç канашсем. _ Ĕлĕкрех паççулккăна почтальон штачĕ те уйăрса панăччĕ, «укçа çук» тесе пĕтерчĕç те хучĕç. Тем пек «Шăмăршă хыпарĕ» хаçата çырăнса илес килет те, Елчĕкри почтамт пире ют республика çыннисем тесе шутлать пулас.
Канашри çеç мар, Максим Горький, Хĕрлĕ Васан тата Баскак паççулккисенче пурăнакансем те «Шăмăршă хыпарĕпе» ытти хаçата çырăнса илеймеççĕ. Калаçатăн та вĕсемпе, тĕлĕнмеллипех тĕлĕнетĕн: хăшĕ-пĕри Çĕпĕр тайгинче пĕр-пĕччен пурăнакан Укахвие аса илтерет. Округ пуçлăхĕ халĕ кам иккенне те, полици уйрăмне кам ертсе пынине те, Шăмăршăра хулари пек илемлĕ Культура керменĕ пуррине те, райпопа «Сельхозтехника» тахçанах пĕтнине те пĕлмеççĕ. Ялтан ниçта та тухса çỹремесен, округ хыпарĕсене никамран та илтмесен ăçтан пĕлччĕр-ха Шăмăршă тăрăхĕнчи пурнăç пирки?
Пĕчĕк ялсене округрисем суйлав çитес умĕн çеç аса илеççĕ çав. Пуçлăхсем те, депутатсем те вĕсем патне пырса курма вăхăт тупаймаççĕ. Вĕсене те шел пек: ытла та ĕçлĕ-çке, пысăк ыйтусене татса парассишĕн ырми- канми тăрăшаççĕ. Пĕчĕк ыйтусем вара ĕлкĕреççĕ-ха. Çаплах _ пĕчĕк ялсенче пурăнакансем те. Вăтăр çул «Шăмăршă хыпарĕсĕр» пурăннă _ малашне те пурăнĕç. Чи кирли _ çăкăрсăр лармаççĕ. «Чун çăкăрĕ» вара _ хаçат _ пĕрремĕш вырăнта мар...
...КАНАШ паççулккинче пурăнакансем хăйсене Чăваш Республикин çыннисем тесех шутлаççĕ. Арлă- арăмлă Владимирпа Лидия Викторовсем кашни кунах кỹршĕ Тутарстанри Çĕнĕ Упин Культура çуртне маскировка сетки çыхма çỹреççĕ.
_ «Шăмăршă хыпарне» интернет пулăшнипе çырăнма пулать теççĕ те, пирĕн _ ваттисен _ «чĕрĕ» хаçата алăпа тытса вулас килет, _ хăйсен шухăшне пĕлтерчĕç вĕсем. _ Нивушлĕ пирĕн паççулккăра пурăнакансене 10-15 экземпляр хаçат çырăнтармашкăн май тупма çук-ши?
Тăрăшсан, «майне» тупма пулать пуль те, анчахтăрăшакан çук. Шăмăршăра та, Шупашкарта та пĕчĕк ялсем вуçех те пĕтессе кĕтеççĕ пулмалла. Анатолий Рыбаков писатель çырнă пек: «Нет человека _ нет проблем». Тĕслĕх шыраса аякка кайма кирлех-ши: икĕ килĕллĕ Шамккай ялне паян _ лавкка та, клуб та, хаçат та кирлĕ мар. Раççей Геройĕ Олег Долгов çуралнă çурт çумĕнчи пушă почта ещĕкĕ çеç çак яла хăçан-тăр хаçат- журнал килсе тăнине аса илтерет...
Ив.САЛАНДАЕВ