"Шăмалака çăпатапа çỹреме инçе çав..."
1808-ÇУЛТА I-Александр патша удельни кантурĕсем йĕркелесси çинчен калакан Указ йышăннă. Çак Указпах Чĕмпĕр удельни кантурне _ Улатăрти уйрăмĕпе пĕрле _ туса хунă. Вулăссене "удельни приказĕсем" теме пуçланă. Удельни кантурĕн тĕп тĕллевĕ патша çемйине çирĕплетсе панă çĕрпе тата хресченсемпе хуçаланасси пулнă. Хальхи Шăмăршă округĕн çĕрĕ çинче пурăннă хресченсене Шăхаль, Шăмалак тата Паркино (Паркай) приказĕсене кĕртнĕ.
Удельни приказĕсем Чĕмпĕр удельни кантурĕн Пăва уйрăмĕнче шутланса тăнă.
Вулакана удельни приказне мĕншĕн Шăмăршăра туса хуманни интереслентерет пулĕ. Сăлтавĕ _ çын шучĕ сахаллинче. Чиркỹ летопиçĕ çирĕплетнĕ тăрăх, Шăмăршăра пурĕ те 90 кил-хуçалăх çеç шутланнă. Çав вăхăтрах Палтиелĕнче _ 339, Патирекре _ 165, Виçпỹрт Шăмăршăра _ 138, Васанта _ 130, Пуянкассинче 80 кил-хуçалăх пулнă.
1795-çулхи пиллĕкмĕш ревизи (çырав) кăтартăвĕсенчен Рождественское (Шăмăршă) ялĕнче 178 çын _ 86 арçынпа 92 хĕрарăм _ пурăнни паллă.
Шăхаль приказне _ Шăмăршă, Ирçе Тĕкки, Энтĕрьел, Çĕнĕ Шăмăршă, Виçпỹрт Шăмăршă, Кивĕ Шăмăршă, Асанкасси ялĕсенчи, Шăмалак приказне _ Хырла çырми çинчи Палтиел-Уразлеево, Матак çырми çинчи Çỹлти Палтиел, Патирек, Хайпăла, Ярăслав, Васан, Пуянкасси, Кахăрлă Шăхаль, Паркино (Паркай) приказне _ Шамккай, Пăчăрлă Пашьел, Кивĕ Чукал, Пулмантăш, Карапай Шăмăршă, Çĕнĕ Тăрăн, Улмаллă ялĕсенчи патшана ясак тỹлекен хресченсемпе Никишино ялĕнчен уйрăлса тухнă хуторсене (однодворцы) кĕртнĕ.
1858-çулхи январь уйăхĕнче çак приказсене Чĕмпĕр удельни кантурĕн Пăва уйрăмĕн управляющийĕ Михаил Калинский надворный советник çитсе курнă. Михаил Калинский хресченсен пурнăçĕпе те интересленнĕ. Чĕмпĕр удельни кантурĕ валли хатĕрленĕ отчетра вăл Пăчăрлă Пашьелĕнче _ икĕ шыв арманĕ, Палтиел-Уразлеевăра _ икĕ шыв арманĕ, Шăмăршăра _ пĕр шыв арманĕ, Виçпỹрт Шăмăршăра _ виçĕ шыв арманĕ, Асанкассинче икĕ шыв арманĕ пуррине кăтартнă. "Хресченсем аван пурăнаççĕ: кашни ялта _ икĕ-виçĕ çил арманĕ. Виçĕ приказра _ 60 ытла арман", _ тесе çырнă надворный советник.
1870-çулхи çулла Шăмалакпа Шăхаль приказĕсене Чĕмпĕр удельни кантурĕн управляющийĕ Арсений Белокрысенко килсе кайнă. Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕнче Арсений Федорович Шăмăршă хресченĕсемпе тĕл пулни çинчен çырса хăварнă документ упранать:
"...Иккĕмĕшпе Пĕрремĕш спепеньлĕ Таса Станислав орденĕн, Виççĕмĕш, Иккĕмĕш тата Пĕрремĕш степеньлĕ Таса Анна орденĕн, Виççĕмĕшпе Иккĕмĕш степеньлĕ Таса Владимир орденĕн кавалерĕ Арсений Федорович Белокрысенко Чиркỹллĕ Шăмăршă ялне хăйĕн мăшăрĕпе Луиза Адольфовнăпа пĕрле килнĕ. Хаклă хăнасене вырăнти священник ăшшăн йышăннă, Арсений Федорович унпа шахматла выляма та килĕшнĕ. Арсений Федоровичпа Луиза Адольфовна Шăмăршă, Хайпăла, Палтиел, Чаткас-Николаевское, Шамккай ялĕсенчи хĕрсен училищисене çитсе курнă, çак училищĕсене тĕн кĕнекисем парнеленĕ" (ГАУО, Ф.318, Оп.4. Д-314. Л. 34-36.)
Архивра чакаланнă май, эпĕ Арсений Белокрысенко Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи халăх училищисен инспекторĕпе Илья Николаевич Ульяновпа туслă пулнине те пĕлтĕм. Çакна çеç те мар: Арсений Федорович Белокрысенко действительнăй статский советник Илья Николаевичăн ывăлĕн Владимир Ульяновăн хреснашшĕ те пулнă. Ульяновскри В.И.Ленин мемориалĕнче упранакан метрика кĕнекинче çакăн çинчен çырни те пур. "Эх, _ терĕм хамăн ăшра, _ 30-40 çул каялла Шăмăршăра Владимир Ленинăн хреснашшĕ пулни çинчен пĕлнĕ пулсан, мĕнешкел сенсациллĕ очерк çырнă пулăттăмччĕ..." Шăмăршă хресченĕсем Белокрысенкона вăтăр çухрăмри Шăмалакра вырнаçнă приказ кантурне кĕрлĕ-çурлă çанталăкра тата хĕллехи шартламара çăпатапа çỹреме питĕ кансĕр пулни çинчен пăшăрханса пĕлтернĕ. Арсений Федорович çак ыйтăва кĕпĕрнатăр патне çитерме сăмах панă ("Симбирские епархиальные ведомости", 1870-çул).
Ив.САЛАНДАЕВ. (Статья çырнă чух автор Ульяновск облаçĕн патшалăх истори архивĕн докуменчĕсемпе усă курнă).