Социаллă контракт пулăшнипе

ШĂМĂРШĂРА пурăнакан Екатерина Харитонова _ «Çемье» Наци проектне кĕрекен социаллă контракта хут шăнса _ хăйĕн ĕçне йĕркелесе янă.

Виçĕ ача амăшĕ стритфуд сферинчи (стритфуд _ çийĕнчех çиме май пур апат-çимĕçе сутни) бизнеса аталантарма тытăннă. Харитоновсем мини-кафе уçса хăйсен продукцине сутаççĕ. Ỹркенмен çынсем нихăçан та пурнăçа ỹпкелемеççĕ, укçа-тенке тăрăшуллă ĕçре тупăштараççĕ.

 



14 ноября 2025
10:02
Поделиться