Умра ялкăшать кил çути

-Калав-

Валентин КОНСТАНТИНОВ

(Пуçламăшĕ 37, 40, 41-мĕш номерсенче). Салтак хыççăн çулĕсем юпленчĕç пулин те, пĕр-пĕрне нихăçан та манман. Викторăн ашшĕ-амăшĕ учительсемччĕ. Ывăлне те ачасене вĕрентекен çын тума тăрăшрĕç. Лешĕ итлерĕ вĕсене, педагогика университетне вĕренме кĕчĕ. Максимăн ашшĕ те, амăшĕ те пурнăç тăршшĕпех заводра тăрăшнă, хăйне те ытларах тимĕр-тăмăрпа аппаланма килĕшетчĕ. Çавăнпа Хусанта училище пĕтерчĕ те тăван хулана таврăнчĕ, заводра слесарьте ĕçлерĕ. Виктор Шупашкарта пĕр хушă учительте çỹрекелерĕ те компьютер çине куçрĕ, Çĕнĕ хулара чаплă хваттер туянчĕ. Ачисем пĕчĕк чухнех сутса ячĕ те ăна Мускава куçса кайрĕ, лайăх ĕç тупрĕ, татах та капăртарах хваттерлĕ пулса тăчĕ.

Лидăпа Оля та _ тахçанхи туссемех, вĕсем те _ Куславкка хĕрĕсемех. Максимпа Виктор çуллахи каç Атăл хĕрне кайнăччĕ те, икĕ илеме асăрхарĕç. Питĕ ансат пулса тухрĕ: Виктор _ Ольăна, Максим Лидăна суйласа илчĕç. Туйĕсене кăна пĕр кунра тумарĕç. Халĕ Лида _ ача садĕнчи воспитатель, Оля _ суту-илỹ çынни.

Вырсарникун, лăпланнă хыççăн, икĕ çемье Мускав курса çỹрерĕ. Пĕр çĕртен тепĕр çĕре çитсе ывăнсах çитрĕç пурте. Тунтикун Куславкка хăнисем киле пуçтарăнчĕç. Хусан вокзалĕнче аслисем те, ачасем те ăшшăн сыв пуллашрĕç.

Ахаль те сахалтарах калаçакан Максим ĕçрен таврăнсан чĕнмесĕр çỹрерĕ. Арăмĕ туйрĕ çакна, çапах ыйтма тăрăшмарĕ. Пĕр каçхине вĕсем яланхилле телевизор ячĕç те çĕнĕ хыпарсене итлерĕç.

_ Хăçан пĕтет-ши ку вăрçă? _ пăшăрханса сăмах хушрĕ Лида. _ Мĕн чухлĕ çамрăк арçын пĕтет...

_ Нацистсене пĕтерме йывăр, _ хуравларĕ мăшăрĕ. _ Тĕпĕ-йĕрĕпе кăкламасан татах шăтать авă... Çакна ăнланаймастăп: темĕн чухлĕ юн юхтарса çĕнтернĕ эпир вĕсене, тĕпрен вара аркатман, хăварнă. Халĕ каллех çĕнĕрен çапăçмалла... Асаттесем вĕçлеменнине пирĕн вĕçлемелле.

_ Епле йывăр пулĕ унта. Мĕнле чăтаççĕ-ши? _ хăйĕн шухăшĕпех ларчĕ хĕрарăм.

_ Паллах, йывăр. Паллах, вилеççĕ... Çĕршыва урăхла сыхлаймастăн. Арçыннăн шăпи çапла: ачуна, арăмна, кил-çурта пăрахмалла та вăрçа каймалла. Мĕн ĕмĕртен пыракан йăла.

Максим кухньăна кайса килчĕ те арăмĕ çумне ларчĕ, ăна ыталарĕ.

_ Лида, эпĕ акă мĕн каласшăн сана... Эпир Викторпа хамăр ирĕкпе, контракт туса çар ретне тăрасшăн. Калаçса татăлтăмăр.

Мăшăрĕ чăлт! çаврăнчĕ те арçынĕ енне чĕнмесĕр пăхрĕ. Куçĕсем хыпаланчăклăн вылярĕç, тути чĕтрерĕ.

_ Калаçса татăлнă иккен! Эсĕ малтан манпа калаçса татăл! Тупнă кампа канашламалли! Арăму санăн мĕнле юлать кунта, çакăн пирки пуçунта çавăрттартăн-и? Ан ман, санăн виçĕ ача, кам вĕсене ура çине тăратать?

Максим Лидăна ыталарĕ те, чуп та турĕ _ лăплантарасшăн пулчĕ. Лешĕ унăн аллинчен вĕçерĕнчĕ те пỹлĕмрен пỹлĕме таплаттарса утрĕ. Кĕçех Ольăпа калаçма пуçларĕ:

_ Кунта пĕр ухмахĕ вăрçа каятпăр тесе сỹпĕлтетет. Санăн та çав юррах юрлать-и?

Хăйĕн шухăшĕ пирки Виктор та калама ĕлкĕрнĕ. Оля, тем пекех пăшăрханать пулин те, хăйне лăпкăрах тытрĕ, хĕр тусне лăплантарма тăрăшрĕ. Унăн та ăш-чикĕ вĕресе тухать иккен, анчах ăнланмалла вĕт-ха, авă мĕн чухлĕ арçын вăрçă хирĕнче! Кашнийĕнех е арăмĕ, е юратнă хĕрĕ, е хаклă амăшĕ пур пулĕ, ачи-пăчи курасшăн пулĕ ашшĕне... Тен, пурин те килте лармалла? Çĕр-шыва хỹтĕлекенни кам пулать? Кашни ĕмĕртех Раççей çине тапăнса килеççĕ вăрă-хурахсем. Халăх кар! тăман пулсан, тахçанах пире чура тăватчĕç. Хамăра хỹтĕлеме пултарнăран эпир _ хăватлă наци. Çакна пула пурăнатпăр та, ачасем çурататпăр.

(Малалли пулать).



14 ноября 2025
17:10
Поделиться