10 уйăх кăтартăвĕсем
ЧĂВАШ РЕСПУБЛИКИ кăçалхи 10 уйăха ăнăçлă вĕçленĕ теме пулать. Промышленность производствин индексĕ 103 процентпа танлашнă. Тирпейлекен производствăсен çак кăтартăвĕ тата пысăкрах _ 105 процент шайĕнче. Лидерсем: электрон хатĕрĕсен, оптика изделийĕсен производствисем, хими отраслĕ, апат-çимĕç туса кăларакан компанисем.
Промышленность предприятийĕсем 510 миллиард тенкĕлĕх продукци тиесе ăсатнă _ пĕлтĕрхи çак вăхăтринчен 13 процент нумайрах.
Ял хуçалăхĕнче производство индексĕ _ 103,3 процент. Çăмарта туса илесси уйрăмах нумай ỹснĕ _ 128 процент ытла. Аш-какайпа сĕтĕн те япăх мар _ 105,3 процент (98,7 пин тонна) тата 103,3 процент (437,2 пин тонна) шайĕнче. Кăçалхи 10 уйăхра строительсем 54,6 миллиард тенкĕлĕх ĕç тунă _ пĕлтĕрхи çак тапхăртипе танлаштарсан, ку 99,6 процент пулать. Пурăнмалли çурт-йĕр хута ярассине ỹстернин хăвăртлăхĕпе республика Атăл çи округĕнче иккĕмĕш вырăнта.
Кăçал Чăваш Ен 818 пин тăваткал метр çурт-йĕр хута яма палăртать, 10 уйăхра çак кăтарту 679 пин тăваткал метрпа танлашнă.