Асăрханăр: çул çинче _ çуран çын

КĔРКУННЕХИ кун час тĕттĕмленет, çавна май водительсене çул хĕррипе утакан çуран çынсене тỹрех асăрхама та йывăр. Çула тухсан фарăсен çутипе çын пынине палăртакан тум тăхăнма тăрăшмалла е тумтир çинче çавăн пек паллă пулмалла. Çакă автотранспорт хатĕрне тытса пыракана умра утакана вăхăтра курма май парать.

Патшалăх автоинспекцийĕн сотрудникĕсем ачан çул çинчи хăрушсăрлăхĕшĕн чи малтан ашшĕ-амăшĕ яваплă пулни çинчен асăрхаттараççĕ. Тĕттĕм вăхăтра ачасене урама кăларма тăрăшмалла мар, мĕнле те пулин сăлтавпа çула тухма тивсен çутă паракан паллăсем пур япаласем тăхăнтартмалла. Çавăн пекех ачасене çул-йĕр правилисем çинчен тĕплĕн ăнлантарса памалла.

Тĕттĕм, тĕтреллĕ, çумăрлă, çил-тăманлă вăхăтра çул çине автомашина çутипе палăракан тумсем тăхăнса тухма сĕнетпĕр. Тумтир, рюкзак, велосипед тата коляска çинче çутă паракан паллăсем пурри сире инкекрен сыхланма нумай пулăшĕ. Кĕсье хунарĕ çумра пулни е мобильлĕ телефонпа çула çутатса пыни те водительсене сире лайăхрах курма май парать.

Çул урлă ятарласа палăртнă вырăнсенче çеç каçмалла. Ура ярса пусиччен транспорт хатĕрĕ чарăнса сире ирттерсе яма хатĕр пулнине пăхмалла. Çул тăрăх е хĕррипе утнă чухне телефонпа юрă-кĕвĕ итлесе пыни сисĕмлĕхпе асăрханулăха нумай чакарать. Çул урлă каçнă е пăрăннă чухне водителе хăвăр çинчен алă тăратса е паллăсем парса асăрхаттармалла. Утса пынă вăхăтрах хăвăрт пăрăнса çул урлă чупса каçни инкек патне илсе çитерме пултарать.

Çуран çỹрекенсен хăрушсăрлăхĕ _ хăйсен аллинче. Çỹлерех асăннă йĕркесене пăхăнсан çул сирĕн ума хăрушлăх кăларса тăратмĕ. Автотранспорт хатĕрĕсен водителĕсен çеç мар, çуран çỹрекенсен те çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăнмалла.

П.РОМАНОВ, Патшалăх автоинспекцийĕн "Батыревский" уйрăмĕн начальникĕ, полици аслă лейтенанчĕ.



21 ноября 2025
17:04
Поделиться